Чунтан парăннă
Кăçал, чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен службине йĕркелесе янăранпа 83 çул çитет. Историе кĕскен аса илсен çакă паллă. 1922 çул вĕçĕнче Раççейре милици штатне участоксенчи надзирательсен должноçне кĕртесси пирки сăмах пуçарнă. 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара РСФСРăн НКВД хушăвĕпе килĕшÿллĕн “Участокри надзирателĕн инструкцине” çирĕплетнĕ.
Малтанхи евĕрех, паян та участоксенчи уполномоченнăйсем общество хăрушсăрлăхĕн милициĕн çеç мар, пĕтĕм милицин представителĕсем. Çавна май саккун участоксенчи уполномоченнăйсене нормативпа çирĕплетнĕ ĕç-хĕле çеç мар, шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕм тивĕçĕсене те пурнăçлама ирĕк парать.
Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем пурĕ тăххăрăн: В.Соколов (Елчĕк) тата В.Щипцов (Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ) – аслă уполномоченнăйсем, Н.Байдуганов (Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ), С.Шаурбин (Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ), Э.Никонов (Аслă Таяпа тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсем), Н.Васильев (Лаш Таяпа ял тăрăхĕ), В.Канжелов (Курнавăш ял тăрăхĕ), А.Кузнецов (Тăрăм ял тăрăхĕ), А.Смолин (Елчĕк ял тăрăхĕ) – уполномоченнăйсем.
Кашниех вĕсем тĕп тивĕçе тĕплĕн пĕлнипе, халăхпа тачă çыхăнса ĕçленипе, ĕçе чунтан парăннипе палăрса тăраççĕ – граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтереççĕ, общество йĕркелĕхĕшĕн тăрăшаççĕ, административлă йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттараççĕ, йĕркене пăсакансен çулне пÿлессипе тимлеççĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ службăпа криминаллă милицин уйрăмне преступленисене тупса палăртас тата уçăмлатас ĕçре пысăк пулăшу кÿреççĕ. Уйрăм çын, патшалăх тата муниципалитет пурлăхне сыхласси тата уйрăм çынсене, предприятисемпе учрежденисене, организацисене, общество пĕрлĕхĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси те вĕсен тĕп тивĕçĕсен шутне кĕрет.
Халĕ, социаллă пурнăçпа экономикăн кăткăс лару-тăрăвĕнче, унччен сайра тĕл пулнă преступленилле ĕçсем нумайланнине кура, участоксенчи уполномоченнăйсен ĕçĕ темиçе хут кăткăсланчĕ.
Çак çывхарса килекен уяв ячĕпе милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене çак çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсем, преступленисене пÿлес, обществăна тата халăха тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен упрас ĕçре ăнăçусем сунатăп.
"Елчĕк Ен"