Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Бюджет, пурлăхпа çĕр

Тунти кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин, депутатсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва Р.Молодова ертсе пычĕ.
Депутатсем пурĕ 9 ыйтăва тишкерчĕç:
1. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2006 çулхи 9 уйăхри аталанăвĕ.
2. Районăн 2006 çулхи бюджетне 9 уйăхра пурнăçлани çинчен.
3. Районăн 2006 çулхи бюджетне улшăнусемпе хушусем кĕртесси.
4. Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене арендăна памалли йĕрке çинчен.
5. “Чăваш Республикин Елчĕк районĕн территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсене строительствăпа çыхăнман тĕллевсем валли уйăрмалли йĕрке çинчен” калакан положени.
6. Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха ял тăрăхĕсен харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен.
7. “Чăваш Республикин Елчĕк районĕн территорийĕнчи патшалăх (патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕре уйăричченхи) е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене строительствăпа çыхăннă тĕллевсем валли уйăрмалли йĕрке çинчен” калакан положени.
8. Елчĕк районĕнче 2007-2009 çулсенче преступноçа хирĕç кĕрешессине вăйлатас пирки комплекслă программа.
9. Районти культурăпа кану центрĕн уставĕ çинчен.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономики кăçалхи 9 уйăхра мĕнле аталанса пыни çинчен район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Л.Чернова паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, вăйра тăракан хаксемпе 55803 пин тенкĕлĕх промышленность продукцийĕ туса кăларнă (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10, 3 процент ытларах). Производство калăпăшне ÿстерессипе “Елчĕкри крахмал” агрофирма, “Яманчÿрелти сельхозхими” ПУП, НПО “Промсервис” ЗАО, “Елчĕкри çăкăр завочĕ” ООО ăнăçлă ĕçленĕ пулсан, “Чăвашьенкрахмал” ООО, “Елчĕкри сыр пĕçерекен завод” ЗАО, кирпĕч завочĕсем, муниципаллă юсавпа техника предприятийĕ ăна чакарнă.
Халăх куллен усă куракан таварсене 17138 пин тенкĕлĕх туса кăларнă. Уйрăмах çăкăр-булка изделийĕсен, крахмал, извеçпе вак чул калăпăшĕ ÿснĕ.
Производство калăпăшĕ чакнă предприятисен ертÿçисен ĕçне районти экономика канашĕнче тишкернĕ.
Малалла докладчик ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, аш-какай туса илессине 10 хуçалăхра, сĕтпе – 16 хуçалăхра ÿстернĕ. Сыснасен йышĕ те ÿссе пырать, çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăхсемпе лашасен шучĕ чакнă.
Докладчик капиталлă строительствăри, социаллă сферăри, суту-илÿри ÿсĕмсемпе çитменлĕхсем пирки те чарăнса тăнă.
Экономикăна аталантарассинче вак бизнесăн тÿпи те палăрать. Хальлĕхе пĕчĕк 47 предприяти, вĕсенче 1169 çын ĕçлет. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсем 95, 1 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Предприниматель ĕçĕпе тăрăшакансен йышĕ те сахал мар – 522 çын.
Вак предпринимательлĕхе аталантарса пурăнман çуртсене, пÿлĕмсене арендăна парасси, çĕр лаптăкĕсем уйăрасси ÿссе пырать. Акă, кăçал çеç суту-илĕвĕн 11 предприятине уçнă, 39 ĕç вырăнĕ хушăннă.
Пурнăçламалли ĕçсем те сахал мар: районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2007-2010 çулсенче аталантармалли программăна хатĕрлемелле, производство калăпăшне ÿстерессипе ĕçлемелле, коммуналлă хуçалăха аталантармалла, ăна акцилемелле, топливăпа энергетика ресурсĕсене перекетлемелле, вĕсемпе усă курма килĕшÿсем тумалла...
Районăн 2006 çулхи бюджечĕ пурнăçланса пыни, унта хушусемпе улшăнусем кĕртесси çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова чарăнса тăчĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра район бюджетне 106, 8 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, çав шутран республикăн бюджетĕнчен 93, 8 миллион тенкĕ уйăрнă. Хамăр районтан пухăннă тупăш 13 миллион тенкĕпе танлашать – кунта 2 тĕрлĕ налук (уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен, палăртнă тупăшран илекен пĕрлехи налуксем) паллă вырăн йышăнаççĕ (80 процент).
9 уйăхра 103, 8 миллион тенкĕ тăкакланă. Тăкаксен ытларах пайне (62, 5 процент) социаллă пурнăçпа культурăна аталантарма янă. Кунта вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура паллă вырăнта. Район администрацине, централизациленĕ бухгалтерине тытса тăма 8, 4 миллион тенкĕ уйăрнă. Ытти отрасльсем те хăйсене кирлĕ укçана тивĕçнĕ, ял тăрăхĕсене пулăшу панă.
Укçа-тенкĕ ытларах кĕнине пула, депутатсем районăн 2006 çулхи бюджетне улшăнусемпе хушусем кĕртрĕç. Ăçтан тупăннă-ха хушма укçа-тенкĕ; Чи малтанах, республика бюджетĕнчен 919 пин тенкĕ ытларах субвенцисемпе субсидисем уйăрнă, çав шутран районти чи лайăх учительсене хавхалантарма 110 пин тенкĕ, шкулсенчи классен ертÿçисем валли 809 пин тенкĕ. Унсăр пуçне районти налуксемпе ытти тÿлевсене ытларах пухнă – 1241 пин тенкĕ. Вĕсене район бюджетне саплаштарма, тĕрлĕ оргтехника туянма яма йышăнчĕç ларăва хутшăннă депутатсем.
Районăн çитес çулхи бюджетне хатĕрлес ĕç те пуçланнă. Унăн проектне “Елчĕк районĕн хыпарçи” ятарлă кăларăмра пичетленĕ, ăна чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче пĕтĕм халăхпа сÿтсе явма палăртнă. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче тепĕр хут пухăнĕç – унти ларура районăн 2007 çулхи бюджетне тĕпчĕç, ăна йышăнĕç.
Районти Депутатсен пухăвне хутшăннисем çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă ыйтусене те тишкерчĕç. Малтанах вĕсем муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене арендăна памалли йĕркене çирĕплетрĕç, аренда тÿлевĕн виçине палăртрĕç. Унта депутатсем çĕр лаптăкĕсене строительствăпа çыхăнман тата строительствăпа çыхăннă тĕллевсем валли уйăрмалли йĕркесене палăртса 2 положени йышăнчĕç. Район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Л.Чернова положенисенчи йĕркесене район хаçатĕнче – “Елчĕк енре” ăнлантарса пама шантарчĕ, çавăнпа вĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăмăпăр.
Раççей Федерацийĕн 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 131-ФЗ номерлĕ “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕ-мĕшле принципсем çинчен” саккунĕ куллен вăя кĕрсе пынă май, вырăнсенче çĕнĕ нормативлă актсем йышăнма хистет. Хальхинче районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем районăн муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парассине тишкерчĕç. Унта, тĕпрен илсен, ялсенчи культура çурчĕсемпе клубсем, унсăр пуçне Елчĕк ял тăрăхĕнче – обществăлла çуртсенчи муниципалитет харпăрлăхĕнчи хваттерсем, кĕперсем. Çак объектсем ытлашши хумхантармарĕç пулин те, автомобиль çулĕсене ял тăрăхĕсен аллине парассипе ыйту çĕкленчĕ – вĕсен айĕнчи çĕр, çул çывăхĕнчи вăрман тăрăхĕсем, çĕр лаптăкĕ те ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçаççĕ-и; Мĕншĕн тесен вĕсем хальччен ял хуçалăх предприятийĕсен шутланнă. Ку ыйтăва малашне тĕпчеме, ун пирки калаçса татăлма йышăнчĕç депутатсем.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвне хутшăннисем районта 2007-2009 çулсенче преступноçа хирĕç кĕрешессине вăйлатас пирки комплекслă программăна çирĕплетрĕç. Унпа районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ А.Левый паллаштарчĕ. Çак программăна пурнăçа кĕртме, право сыхлавĕн органĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 2007 çулта район бюджетĕнчен 200 пин тенкĕ уйăрма палăртса хăварчĕç.
Маларах палăртрăмăр, депутатсем ялсенчи культура çурчĕсене, клубсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парассине йышăнчĕç – çакă вĕсене тытса тăрас – юсавпа реконструкци ирттерес, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, ĕçлекенсене ĕç укçи тÿлес енĕпе çыхăннă ыйтусене татса парать. Çапах та унта ĕçлекенсене методикăлла пулăшу кирлех. “Шурă пăнчăна” пĕтерес тĕллевпе районта культурăпа кану центрне туса хума, унăн йышне районти культура çуртне тата историпе тăван тавралăх халăх музейне кĕртме палăртнă. Çавăнпа центрăн уставне тĕпчемелле, йышăнмалла. Унăн проекчĕпе район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçи А.Александрова паллаштарчĕ. Депутатсем устава пĕр шухăшлăн пулса çирĕплетрĕç.
Районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче ыйтусемпе сĕнÿсем те сахал мар пулчĕç: Кÿлпуç ялĕнчи асфальтлă çула юсасси, Хăвăл-çырмари фельдшерпа акушер пунктне çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тăвасси, ял хуçалăх предприятийĕсен балансĕ çинче тăракан пĕвесене, плотинасене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парасси... Çак ыйтусем, чăн та, паян çивĕч. Вĕсем патне çывăх вăхăтра таврăнмалла, татса памалла.
Кашни ыйтăва сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем. Çакăнпа ларăва вĕçлерĕç.


"Елчĕк Ен"
14 ноября 2006
00:00
Поделиться