50 çул алла–аллăн
Тĕмерти Нина Флегентовнăпа Алексей Васильевич Уткинсем ялти чи сумлă та хисеплĕ ватăсем. Ĕмĕрне тăван хуçалăхра пилĕкĕсене авса ирттернĕ, ĕçе ячĕшĕн пурнăçлама юратманран яланах малта пынă, çамрăксене хăйсен çумне явăçтарса малалла ăнтăлма вĕрентнĕ. Иртнĕ канмалли кун пĕр-пĕрне халиччен сивĕ сăмахпа кÿрентермен, ял-йышра пысăк чап çĕнсе илнĕ ватăсем ылтăн туй ирттернĕ. Аллă çул каялли пекех мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхса ытарайман, ун чухне пурнăç сукмакĕ çине пĕрле, юнашар пусса пыма сăмах панă пулсан, халĕ вара алла-аллăн тытса пĕрле утнă анлă çулăн кашни самантне аса илнĕ, йĕри-тавра хăйсем кун-çул пилленĕ ачи-пăчи, ăрăва малалла тăсакан мăнукĕсем... Куç хупса илнĕн иртет-çке хăналăха килекен çын ĕмĕрĕ. Чун-чĕри вун çиччĕри пекех ылтăн туй кĕрекинче ларакан çитмĕл урлă каçнă мăшăрăн. Ĕмĕр иртнине вара сывлăх япăхланни, ÿт-пĕвĕ ватăлни çирĕплетет. Ĕлĕкхи вăр-варлăх таçта кайса çухаласшăн пулсан та аптăрамаççĕ-ха вĕсем. Нăйкăшас йăла çук, паян та шăкăл-шăкăл калаçса картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿстереççĕ. Ывăл-кинĕсем, кÿршĕ-аршă кунĕпе ĕçре тăрмашаççĕ – вĕсен выльăхĕсене те выçă тăратмаççĕ, кунне темиçе хутчен те кайса пăхаççĕ.
Кил хуçин – Алексей Васильевичăн ашшĕ фронтра вилнĕ. Амăшĕ пĕр тăвансене пурнăç çулĕ çине пĕччен кăларнă. Килте арçын хул пуççийĕ çине таянса ÿсме май çуккине кура Алексей 12-ре чухнех пилĕкне авнă. Колхозра плугарьте ĕçленĕ, унтан трактористра, çулла кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларнă. Помощникĕсем пулса вара ачисем, ÿснĕ май, ашшĕ çумĕнче тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкрен вĕсен ачисем техника çумĕнчен кайман, шкулта вĕреннĕ чухнех тракторист прависене илнĕ.
Алексей Васильевич бригадирта та нумай çул тăрăшнă. Унăн тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн панă наградăсем те йышлă. 1964 çулта, акă, республикăри “Чи лайăх механизатор” ята çĕнсе илнĕ. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çамрăка техникăпа ĕçлеме вĕрентнине шутласа та кăлараймăн – яланах ырăпа аса илеççĕ ялти арçынсем ăна. Инçетрен курсан та пырса алă тытаççĕ, сывлăхĕпе интересленмесĕр иртмеççĕ. Ытлашши сăмах ваклама юрамасть Алексей Васильевич, çапах унăн кашни сăмахĕ витĕмлĕ, шутлă.
Нина Флегентовна та мĕн çамрăкранах тăван хуçалăх уй-хи-рĕнче тар тăкнă. Сад пахчин бригадинче вăй хунă вăл. Хастар ĕçшĕн ăна та “Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăсем парса чыс тунă.
Амăшĕ пахчара ĕçленине кура ывăл-хĕрĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче уй-хиртен кĕреймен. “Çамрăклах ĕçлени хăвăршăн, ĕçпе çитĕнекен ачан пуçне ытти усал шухăш вырнаçмасть”, – тенĕ амăшĕ пĕр тăвансене.
Ултă ача пăхса ÿстернĕ Уткинсем. Чи асли, Светлана, Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă та Çĕмĕрле хулинче ача-пăча врачĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ те врач. Вĕсен икĕ тĕпренчĕкĕ те çитес çул врач профессине алла илеççĕ. Зинаида вара Шупашкарти ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, Тверь облаçĕнче агрономра тăрăшать. Аслă ывăлĕ, Юрий, ялта тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухса вĕсенчен инçех мар çурт лартнă. Ăста тракторист вăл, водитель те. Зина мăшăрĕ тăван хуçалăхра тĕп бухгалтерта чылай çул тăрăшать. “Ман хуняма чăннипех те ылтăн çын. Ырă сĕнÿ-канашсемпе тăтăшах пулăшать, паянхи кун та эпир ăна туйсах тăратпăр”, – тет Зина кинĕ кăмăллăн. Хунямăшĕпе хуняшшĕне ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн, çепĕç чĕлхишĕн тав туса та пĕтереймест вăл.
Герман – водитель. Афганистанра службăра тăнă вăл. Хальхи вăхăтра Кукеçре пушар чаçĕнче ĕçлет.
Галина Канашри медицина училищине пĕтернĕ, Мускав облаçĕнче ĕçлесе пурăнать. Мăшăрĕ те хăйсен ялĕсемех.
Кĕçĕнни, Василий, Шупашкарта, банк ĕçченĕ.
Арçын ачисене Уткинсем кашнине çара ăсатнă, кĕтсе илнĕ. Ултă пĕр тăванăн туйне те тĕп килте кĕрлеттернĕ. Халĕ Алексей Васильевичпа Нина Флегентовнăн 11 мăнук. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри анлă пурнăç çине тухнă, чылайăшĕ студент.
Утса тухнă çул-йĕр тумхахсăр пулман Уткинсен. Нуши-тертне те, савăнăç-телейне те курнă пурнăçра. Аллă çул хушшинче çемье тăватă çурт лартнă. Чи малтанхи – тăм пÿрчĕ Уткинсем пурăнма кĕреймесĕрех çунса кайнă. Унтан пĕчĕкрех, каярахпа пысăк йывăç çурт лартнă. 1988 çулта вара вăй-халĕ пулнине кура мансардлă кирпĕч çурт хăпартнă. Инçетренех илемлĕ курăнса ларать тирпейлĕ те хăтлă, кирек камшăн та алăк яриех уçă Уткинсен кил-çурчĕ.
Ылтăн туй кĕреки сарлака. Хăйсен варĕнче ÿтленнĕ ывăл-хĕрĕ çеç мар, тăванĕсен тăлăха юлнă виçĕ ачине ура çине тăратнă ăш пиллĕ ватăсем. Паян та тăлăх хĕрсем Уткинсене çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ. Ырă ĕç ырăпа таврăнать. Ырă йывăç çимĕçĕсемпе савăнтарать тени кăлăхах мар çав. Ватлăх хисеплĕ иртни темрен те паха килĕшÿллĕ мăшăршăн.
"Елчĕк Ен"