Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ушкăнпа кар тăрсан ĕç ÿсĕнетех

Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕ юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсен Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. “Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ...”, – тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă “Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле” Çырăвĕнче. Чăннипех те, паян çĕнĕлле шухăшламасан, пултаруллă ĕçлемесен хальхи пурнăç ыйтнинчен кая тăрса юлма пултаратăн. Пĕр утăм каярах пырсан та теприсене хăваласа çитме çук – конкурентлăх пысăк.
Лаш Таяпара, Шăмалакра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлсан Яманчÿрелти фельдшер пункчĕн заведующийĕ Вера Корнилова канăçнех çухатнă. “Ара, кÿршĕсем епле чаплă, хăтлă çуртсенче чирлисене йышăнаççĕ, сыватаççĕ, эпир вара вăтăр çул ытла ларнă, кивелсе юрăхсăра тухнă çуртра ĕçлетпĕр. Мĕнле те пулсан çĕнетмелле фельдшер пунктне”, – çĕрĕпех çывăрайман Вера Алексеевна. Çапла, вĕри чунлă, пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм ял халăхĕн сывлăхне упракан, вĕсемшĕн чунне пама хатĕрскер. Шухăшланă ырă ĕçе пурнăçа кĕртмеллех, урăхла пурăнма пĕлмест шурă халатлă сывлăх управçи. Анчах пĕччен тумалли ĕç мар-çке. Çавăнпа Вера Алексеевна ырă кăмăллă, çынна кирек хăш самантра та пулăшма пултаракан ертÿçĕсем патне çул тытнă. Ăшшăн кĕтсе илнĕ фельдшерицăна “Яманчÿрелти сельхозхими” патшалăх унитарлă предприяти ертÿçи Г.Петров, “Яманчуринский” ООО ертÿçи В.Рахмуллин, Ольгăпа Виталий Прохоров предпринимательсем. Герман Аркадьевич фельдшер пункчĕн тăррине витме шифер, çурт умне сарма чул уйăрнă, Владимир Сергеевич çивиттине витекен рабочисене ĕçленĕшĕн пĕрер тонна тырă панă. Кунта В.Яковлев, В.Корнилов, М.Павлов, К.Карсаков пысăк тăрăшулăхпа вăй хунă. Прохоровсем вара çуртра усă курмалли тĕрлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ.
Арçынсем çанă тавăрса ĕçленĕ хушăра В.Корнилова фельдшерицăпа М.Маркова санитарка çурта урамран илем кÿртнĕ: чÿрече-стенасене сăрланă. Унтан çурт йĕри-тавра решетке тытнă, ăна та çутă тĕспе сăрласа илемлетнĕ.
Фельдшер пунктне урамран çĕнĕ сăн кĕртсен шалти юсав ĕçĕсене пуçăнмалла. Анчах укçа-тенкĕ çителĕксĕр. Хальхинче ял халăхĕпе канашланă Вера Алексеевна – фельдшер пункчĕ кашни çыннах кирлĕ. Вера Алексеевна кирек кам чĕнсен те, витререн тăкнă пек çумăр çусан та, ним курăнми çил-тăман алхассан та, атăран хăпми пылчăк çăрăлсан та, сĕм-çĕрле те пулăшу кирлĕ çын патне çил пек васкать. Утса мар, чупса çитет вăл. Пĕрремĕш пулăшу парса миçе çынна вилĕмрен хăтарса хăварман-ши; Вăтăр пĕр çул вăй хурать вăл фельдшерицăра. Пăва хулинчи медучилищĕне пĕтернĕ хыççăнах килнĕ те вăл Яманчÿрелне, унтанпа виçĕ теçетке ним сисĕнмесĕр иртнĕ. Виçĕ ачана пурнăç пилленĕ Корниловсем. Вера Алексеевнăн мăшăрĕ те, Валерий Петрович, фельдшер пунктне юсанă çĕрте çанă тавăрса, çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Мăшăрĕн ĕçне хисеплесе, çĕршер пăта çапма тивнĕ унăн.
Ял халăхĕ Вера Алексеевнăна ăнланса 100-шер тенкĕ укçа хывнă пулăшу кассине. “Хăвăншăн мар, пирĕншĕн тăрăшатăн. Паянхи кун çĕр тенкĕпе нимĕн те тăваймăн. Çапах пус çумне пус пуçтарăнĕ”, – тенĕ ял çыннисем пĕр сăмахсăрах. “Пĕччен суран типсе пырать, ушкăнпа суран кÿлĕ пулать”, – тесе ыт ахальтен каламан-тăр çав. Ял çыннисенчен пуçтарнă укçапа строительство материалĕсем илнĕ. Анчах туянни çеç çителĕксĕр-çке, вĕсене ĕçе кĕртмелле. Каллех ял халăхĕ ура çине тăнă – кам пушă, кам мачча çыпăçтарма пĕлет – пĕри те хăраман ĕçрен. Уйрăмах Т.Краснова, С.Андреева, Г.Базарнова, В.Матвеев тата ыттисем кашни сехетпе туллин усă курнă, коридора, кабинетсене сăрланă, обой çыпăçтарнă. Анастасия Титова пенсионерка, хăй час-часах чирлесе тăнине пăхмасăр, пулăшу аллине тăснă, вăл урай сăрланă. Паллах, пĕччен мар, çапах пулăшу. “Мĕнле чăтса тăрăн, нимелле ĕçлеççĕ вĕт. Упăшка та инвалид, Вера Алексеевнăна тăтăшах чăрмантаратпăр”, – тет Анастасия Петровна. – Ку çеç мар-ха, пĕр кабинетне люстра илсе паратпăр-ха хамăр çемьерен. Çĕнĕ çуртра пурте çĕнĕ пултăр”.
Ун шухăшĕпе килĕшекенсем татах та пур. Хăтлă та çутă пÿлĕме сипленме çÿрени, фельдшерицăн çепĕç чĕлхи хăй эмел вырăнĕнче. Çакна çирĕплетрĕ те 66 çулхи Вера Яковлева. Вăл – инвалид. Шурă халатлă ĕçченсен пултарулăхне, тăрăшулăхне кура çеç çак çула çитнине пытармарĕ Вера Максимовна.
Яла кашни эрнере врачсем килсе çÿренĕрен Яманчÿрелсем кăмăллă. Л.Майковăпа Н.Кускова врачсем чирлисене вырăнтах рецепт çырса параççĕ, тĕрĕслеççĕ. Унччен пĕр эмел кирлĕ пулсан та район центрне çитмелле пулнă-çке ветерансен.
Фельдшерпа акушер пункчĕ газпа ăшăнать. Районти ФАПсенчен чи малтан çак ырлăха курма пуçланă вĕсем. Иртнĕ çул итогĕсемпе В.Корнилова ертсе пыракан пункт “2005 çулхи чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ” ята çĕнсе илнĕ.
Иртнĕ юн кун Яманчÿрел ял çыннисен пысăк уяв пулчĕ – юсав хыççăн çĕнĕрен уçрĕç фельдшер пунктне. Ял çыннисене, спонсорсене, шурă халатлă ĕçченсене ÿркенменшĕн, тăрăшулăхĕшĕн районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Л.Клементьева, унăн çумĕ Л.Майкова, районти поликлиника заведующийĕ Н.Уркова, ялти культработниксем саламларĕç, парнесем парса чысларĕç. Юлашкинчен В.Корнилова фельдшерица хăйсене пулăшнă кашни çынна çĕре çити пуç тайса тав турĕ.


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2006
00:00
Поделиться