Пурăнма меллĕ пулмалла
Районти ялсенчи шыв пăрăхĕсем кивелнĕ. Çавна май вĕсенчен илекен шыв нормативсене, гигиена тĕлĕшĕпе тивĕçтермест. Пусăсенчи, тарасасенчи шыв пахалăхне те мухтамалли çук. Пахалăхсăр шыв ĕçни сывлăха пысăк сиен кÿрет. Унсăр пуçне, ялти кашни килтех кранран шыв юхнине кирек кам та кăмăлласа йышăнмалла. Чăваш Республикинче 2 çул каялла йышăннă «Таса шыв» программа районта мĕнле пурнăçланать; Район администрацийĕн строительство, архитектура, коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе ĕç вырăнтан хускалнă ĕнтĕ. «Таса шыв» программăпа шыв пăрăхĕсем хывмалли проектсем Елчĕк ял тăрăхĕнчи 6 ялăн хатĕр.
"Елчĕк Ен"