Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Выльăхсен йышне ÿстерме, техника туянма, фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетме патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене çăмăллатнă кредит уйăрни çирĕп çул-йĕр суйласа илме пулăшать. Çавна май ялта пурăнакансем малашлăх тĕллевсене кăтартаççĕ, тивĕçлипе вăй хурса ĕçлесен укçа ĕçлесе илмелли çăл куç тупăннине курса тăраççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăракан çăмăллатнă кредитсем ытларах илме, витесене çĕнетме, ăратлă выльăх туянма тытăнни ял аталаннине çирĕплетет.
Ĕç-хĕле тухăçлă йĕркелесе ярас тĕллевпе кăçал районти 9 ял хуçалăх предприятийĕ, Курнавăшри «Цветковы» тата «Гладкова Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем наци проекчĕпе усă курса çăмăллатнă кредитсем илчĕç. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе «Була» хуçалăх никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕ пуçарулăх кăтартать. Патшалăх уйăракан çăмăллатнă кредитпа усă курса кунта çитес çул сăвакан ăратлă ĕнесем туянма палăртаççĕ, витисене тĕпрен реконструкци туса ку чухнехи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарас ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Хуçалăх тепĕр хут вăй илме пултарасса шанма пăрахнă ял çыннисен ĕç вырăнлĕ пулма, укçа ĕçлесе илме шанăç çуралать. «Звезда» ООО, «Яманчуринский» ООО, «Свобода», «Комбайн», «Рассвет», «Труд» хуçалăхсем суйласа илекен çул-йĕр те тĕрĕс. Фермăсене реконструкцилес, ăратлă выльăх туянас тĕллевпе кредит илесшĕн вĕсем.
Акционерсен «Прогресс» обществи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен кашни çул пысăк тупăш илет. Çитĕнÿсем ахаль пулманнине, ĕçе тухăçлă йĕркелесе ярас тесен çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курма кирлине кунта лайăх ăнланаççĕ. Наци проекчĕпе выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме уйăракан укçана вăхăтра илсе çийĕнчех сысна фермисене реконструкци тума пикенчĕç. Кĕске вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх витисене Данире туса кăларнă комплекссем, ятарлă оборудовани вырнаçтарчĕç. Çапла майпа акционерсен «Прогресс» обществинче ĕç тухăçлăхĕ çулран-çул ÿсет, ĕç условийĕсем çăмăлланса пыраççĕ, ĕçлекенсен шалăвĕ ÿсет.
"Елчĕк Ен"