Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Агрономсем канашланă

Ял хуçалăх предприятийĕсенчи агрономсен иртнĕ канашлăвĕнче уй-хирти юлашки ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çитес çулхи çур аки валли вăрлăх хывасси пирки сăмах пуçарнă. Асăннă ыйтусемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ-агрономĕ О.Карсаков, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен районти инспекци начальникĕ Л.Ишмуратова тухса калаçнă. Паллă ĕнтĕ, çанталăк сивĕтиччен, раштавăн 1-мĕшĕччен ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене алласа кондицие лартма ĕлкĕрмелле. Ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе ял хуçалăх предприя-тийĕсенче тырă аллакан звеносем йĕркелемелле.
Наркăмăшлă им-çамсемпе усă курассин, вĕсене упрассин çирĕп йĕркисем, ку чухнехи ытти организацилле ыйтусем çинчен ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен районти агроном В.Орехов тĕплĕн чарăнса тăнă.


"Елчĕк Ен"
28 октября 2006
00:00
Поделиться