Ăс-хакăл управçи çĕнелчĕ
Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕ Патреккелсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ – районта вун пĕрмĕш тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Вăл уçăлнине паллă тума хăнасем те килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче – Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов, Елчĕк район пуçлăхĕ Николай Миллин, районти ял тăрăхĕсен тĕп библиотекин директорĕ Галина Кузнецова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Дмитрий Алюкин, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн ертÿçи Антонина Александрова тата ыттисем те. Кашниех парнесемпе килнĕ.
Тĕслĕх библиотека спортзал çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырăн тупрĕ. Патреккелти вулавăш тĕслĕх библиотека статусне илнине пĕлтерсе хĕрлĕ хăйăва Н.Миллинпа П.Семенов касрĕç.
Тĕслĕх библиотекăн пĕл-терĕшĕ мĕнре; Паллах, паянхи технологипе туллин усă курма, вулавăша информаци тата тавра пĕлÿ центрне çавăрма, вăхăтпа тан утма, Интернетпа çыхăнма, вырăнтан тухмасăр тĕнчепе паллашма. Тĕслĕх библиотекăсен шучĕ çулсерен ÿссе пыни халăхăн ăс-хакăлне аталантарассинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Кунтан информацие кĕнеке, хаçат-журнал вуласа çеç мар, тĕрлĕ фильм курса, итлесе, электронлă кĕнекесене тишкерсе илме пулать. Кирлĕ кĕнекесем асăннă вулавăшра çук пулсан, вĕсене Интернет урлă тĕнчери тĕрлĕ библиотекăсене çитсе те тупма пулать, реферат-сочинени, çĕнĕ хайлав çырма тĕрлĕ тематика тупма май пур. Çак паха енсем вулакансемшĕн, уйрăмах шкул ачисемшĕн, чăн-чăн телей. Çак ырă пулăмсене тĕслĕх библиотекăна уçма хутшăннă хăнасем, Патреккел шкул директорĕ Николай Иванов та палăртрĕç.
Вулавăш вара чăннипех те ырă хака тивĕç. Хăтлă кунта. Н.Федоров Президент программипе килĕшÿллĕн вулавăш компьютерпа, модемпа, принтерпа, сканерпа, видеомагнитофонпа, кĕвĕ центрĕпе, спутник оборудованийĕн тата компакт дисксен комплекчĕсемпе, çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Библиотекарь пулса кунта Т.Захарова тăрăшать. Тамара Николаевна çак ĕçре 28 çул. Малтан 27 çул Елчĕкри тĕп библиотекăра вăй хунă вăл. 2005 çулта, Патреккелте чылай çул библиотекарьте тăрăшнă Е.Палашкина тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван яла ĕçлеме куçнă, «тилхепене» хăйĕн аллине илнĕ. Т.Захарова анлă тавра курăмлă, мал ĕмĕтлĕ, пысăк опытлă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, пуçланă ĕçе вĕçне çити тума пултаракан тăрăшуллă, кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын пулнине Галина Кузнецова директор та палăртрĕ.
Патреккел библиотекине тĕслĕх библиотека ятпа тивĕçтерес тĕлĕшпе нумай тăрăшма, пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама тиврĕ библиотекарĕн. Кунта Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Д.Алюкинăн, Елчĕкри библиотека ĕçченĕсен те тÿпи пысăк.
Çĕнĕ вулавăшра кĕнекесене питĕ меллĕ вырнаçтарнине, пÿлĕмсене стендпа тата витринăсемпе вырăнлă та меллĕ илемлетнине тĕслĕх библиотека уçма хутшăннисем тÿрех асăрхарĕç. Ялти ылтăн алăллă çынсен – А.Миловидовăн юмахри чĕрчунсен кÿлеписенчен, В.Сенькинан тĕррисенчен тата С.Сенькинăн картинисенчен, Р.Петрован художествăпа графика портречĕсенчен, З.Блинов «Пăла хăви эрешĕсем» ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравсем кашнинех тыткăнларĕç. Библиотекарь илемлĕхпе тирпейлĕхе кăмăллани таçтанах курăнать.
Çак пысăк кун çĕнĕ майлă вулавăш уçăлнипе, парнесемпе салам сăмахĕсемпе çеç çырлахмарĕ Т.Захарова, Патреккелĕн паллă çыннисемпе, истори палăкĕсемпе паллаштарса презентаци ирттерчĕ. Ăна районти тĕп библиотека методисчĕ Л.Зайцева ертсе пычĕ.
Патреккел библиотеки çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланнă хыççăн фондра пурĕ 9000 ытла кĕнеке. Çулсерен кунта 12 пин ытла кĕнекепе паллашаççĕ. Вулакансене кăсăклантарас тесе тĕрлĕ мероприяти иртет. Çамрăксене ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ те туллин аталанма пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, наркоманипе ĕçкĕ, пирус туртнине хирĕç тĕрлĕ мероприяти (кĕнеке куравĕсем, тестсем, тĕрлĕ тренинг) иртет. Ачасен ăсталăхне аталантарас тĕллевпе ятарлă кружоксем ĕçлеççĕ. Чăн та, пурнăçра ăслă-тăнлă пулас тесен кĕнекепе туслашмаллах. Ахальтен мар нимĕçсен сăвăçи Гете: «Библиотека – çынсен ăс-тăнĕ, аса илĕвĕ», – тесе палăртнă.
Çĕнĕ вăйпа, хăватпа ĕçлеме ăнăçусем сунар чылай çул ял çыннисен юратнă вырăнĕ, шанчăклă тус-юлташĕ шутланакан вулавăша.
"Елчĕк Ен"