Тăван тавралăха упрар, хамăр сывлăха сыхлар
Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, кашниех çут çанталăка тата тăван тавралăха сыхлама, унăн пуянлăхне перекетлĕ упрама тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен, вăл çын пурнăçĕнче, ĕç-хĕлĕнче паллă вырăн йышăнать. Çакăн пирки ăсчахсем хăйсен наука ĕçĕсенче, çыравçăсем хăйсен произведенийĕсенче те палăртнă.
Елчĕк ен вăрмансемпе чухăн, çав вăхăтрах кунта çырма-çатра чылай. Эрози те вăйлă аталаннă. Шыв çителĕксĕр, час-часах çуркуннепе çулла типĕ тăрать. Типĕ тăнă тапхăрта хура тăпра хĕвел энергине хăй çине ытларах илет, çавăнпа шыв та чылай пăсланать. Çак çитменлĕхсене пĕтерес тесен, топливо хакĕ пысăккине, техника паркĕ кивелсе пынине кура çут çанталăка сыхлассипе чылай ĕçлемелле. Малашлăх тĕллевсем те паллă: тăпрари пулăх япаласене сыхласа хăвармалла, шыв эрозийĕпе кĕрешмелле, шыв шайне сыхласа хăварассипе ĕçлемелле. Кунта йывăç-тĕм лартасси паллă вырăн йышăнать.
Çут çанталăка, тăван тавралăха сыхласа хăварас енĕпе правăпа норма акчĕсем чылай йышăннă. Сăмахран, федерацин «Тăван таварлăха сыхласси çинчен», «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» саккунĕсем, Чăваш Республикин Президенчĕн «Йывăç кунне ирттересси çинчен «Йывăç ларт та ăна пăхса ÿстер» Указĕ çынсен экологи тата ăс-тăн воспитанине аталантарма, территорисене тирпей-илем кĕртме тата симĕслентерме пулăшаççĕ те. Ытти норма акчĕсем сахал мар – ку енĕпе район пуçлăхĕ ятарлă хушусемпе йышăнусем те тунă. Акă, нумаях пулмасть çеç район пуçлăхĕ кăçалхи юпа уйăхĕн 2-30-мĕшĕсенче районти ялсен, предприятисемпе организацисен территорийĕсене тирпейлес, йывăçсем лартас енĕпе пысăк мероприятисем ирттересси пирки хушу кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ял урамĕсене çуп-çапран тасатмалла, пушă ларакан фермăсене, хăмла пахчисене тирпейлемелле. Çавăн пекех машинăпа трактор паркĕсенче те йĕркелĕх хуçаланмалла. Йывăç-тĕм лартассипе те ĕçлемелле. Хальхи вăхăтра çырма-çатра çыранĕсенче, кÿлĕ-пĕве йĕри-таврашĕнче, автоçул хĕррисенче йывăçсем лартни вырăнлă. Парксемпе скверсем те йĕркелемелле. Ялсенчи уйрăм, коммуналлă çуртсенче пурăнакансем те çурт умĕсене, кил картишне, урамсене тирпейлĕ тытассипе те тимлемелле.
Нумай çул ÿсекен курăксене, уйрăмах люцернăна ытларах акма тăрăшмалла. Вĕсен лаптăкĕ усă куракан çĕрсен 50 процентне йышăнсан та юрать – çакă вăл çĕр хатĕрлекен техникăна ĕçрен пушанма пулăшĕ. Пусă çаврăнăшне те пăхăнмалла. Ун пек ĕçлени çут çанталăкăн кирек хăш условийĕсенче те тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме май парать.
Иртнĕ çулсен практики çирĕплетнĕ тăрăх, люцерна вăрлăхне туса илме Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсен территорийĕсенче меллĕ.
Тăпрари нÿрĕклĕхе сыхласа хăварас, унăн калăпăшне ÿстерес тесен, вăйлă сивĕсем пуçланиччен пĕтĕм техникăпа (плугсемпе, эрозие хирĕç кĕрешмелли культиваторсемпе, плоскорезсемпе тата ытти те) усă курса çĕре сухаласа хăвармалла.
Кĕрхи-çурхи тапхăрта шыв упранакан вырăнсене сыхламалла. Юлашки кăтартусем тăрăх, районта хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсен балансĕнче тăракан 57 пĕве-кÿлĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнчи пĕвесем хуçасăр юлни шухăшлаттарать. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенчи пĕвесем те пысăк хăрушлăхра.
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн кăтартăвĕсене, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн, Чăваш Республикин гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн, район пуçлăхĕн правăпа нормă акчĕсене шута илмелле: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пĕвесене сыхласа хăварас енĕпе юсав ĕçĕсем туса ирттермелле.
Раççей Шыв кодексĕн 86 статйинче шывпа усă курма ятарлă лицензисем илнĕ уйрăм çынсене, предприятисемпе организацисене ирĕк параççĕ. Çакăн пек лицензисем хальлĕхе Ленин ячĕллĕ, «Сатурн», «Рассвет», «Кушкă», «Марс», «Комбайн», «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕсен, акционерсен «Прогресс» обществин, «Елчĕк крахмалĕ» ЗАОн, муниципаллă юсавпа техника предприятийĕн, «Чăвашьенкрахмал» ОООн, «Елчĕкри сыр пĕçерекен завод» ОАОн, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă нумай отрасльлĕ производство предприятийĕн çеç пур. Ыттисен те лицензисем илес енĕпе тăрăшмалла.
Çут çанталăка, тăван тавралăха сыхлас енĕпе йышăннă правăпа норма акчĕсен требованийĕсене пурнăçласан çеç экологи лару-тăрăвĕ лайăхланĕ.
"Елчĕк Ен"