Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Çамрăклăх» кубокшăн

«Çамрăклăх» кубокăн чĕрĕк финалти икĕ вăййи çак шутсемпе вĕçленнĕ: Лаш Таяпа-Патреккел – 3:0, Елчĕк-Курнавăш – 5:1.
Эрне маларах, «Çамрăклăх» кубокăн çурма финалти пĕрремĕш вăййи иртнĕ. Унта Елчĕкри тата Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи 11 класс таран вĕренекен арçын ачасем вылянă. Елчĕк команди, унчченхи çулсенче яланах пысăк шутсемпе çĕнтерсе пынăскер, хальхинче чутах такăнман. Хăнасене 5:4 шутпа çĕнтерсе финала тухнă. Кĕçĕн Таяпа шкулĕн директорĕ М.Скворцов каланă тăрăх, çакна куракансем те çирĕплетеççĕ, хăнасене ăнăçу кăшт çеç çитеймен. Апла пулсан шкул ачисем хушшинче футбол ăмăртăвĕ çивĕч-ленет.
Тунти кун вара Елчĕк стадионĕнче Çирĕклĕ Шăхаль тата Лаш Таяпа шкулĕсенче вĕренекенсем тепĕр çурма финалта вылянă. Ку тĕл пулура футбол вăййине юратакансем матч Çирĕклĕ Шăхальсене ăнăçу кÿресси пирки иккĕленмен. Мĕншĕн тесен вĕсен йышĕнче 5 çамрăк футболист республика ăмăртăвне тата çитĕннисен чемпионатне те хутшăнма ĕлкĕрнĕ, самай опыт пухнă. Анчах мечĕк çаврака çав, пĕр хапха енне çеç кусмасть. Лаш Таяпари П.Попов воспитанникĕсем пĕрремĕш таймра Çирĕклĕ Шăхальсене выляса илес шанчăк хăварман пек. Вĕсем вăййăн пĕрремĕш çуррине 3:1 выляса илнĕ.
Иккĕмĕш тайм вара «Мана хăваласа çит» йĕркепе пуçланнă та çак майпах вĕçленнĕ. Темиçе минутранах Çирĕклĕ Шăхальсем вăйă шутне чакарнă – 2:3. Хирĕç вылякансем тепĕр мечĕкпе хуравланă – 2:4. Унтан вăйă 3:4, 3:5 шутсене çитнĕ. Вăйă вĕçленесси 15 минут юлсан Çирĕклĕ Шăхальсем шута 4:5 çити чакарнă. Тĕл пулăвăн уйăрса панă 80 минучĕ вĕçленес умĕн танлаштарнă – 5:5.
«Çамрăклăх» кубока çĕнсе илессишĕн çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, кубок вăййинче тĕл пулу çĕнтерÿçине çав кунах палăртмалла. Вăйă малалла, пĕрремĕш мечĕк тапса кĕртиччен пынă. Тĕл пулу тăршшĕпе кайра пынă Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнтерÿ кÿрекен мечĕк тапса кĕртме пултарнă, çапла майпа финала тухнă.


"Елчĕк Ен"
17 октября 2006
00:00
Поделиться