Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Депутат депутатсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулнă

         Иртнĕ эрнере районта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Владимирович Семенов пулчĕ. Вăл чи малтанах район пуçлăхĕпе Н.П.Миллинпа тĕл пулса калаçрĕ. Калаçура вĕсем район экономикипе социаллă пурнăçне аталантармалли майсене пăхса тухрĕç. Депутат икĕ кун хушшинче нумай ялсенчи суйлавçăсемпе тĕл пулма ĕлкĕрчĕ. Эрне кун районти Депутатсен пухăвне хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ.
           П.В.Семенов 33-мĕш Канаш суйлав округĕ тăрăх (унта Елчĕк районĕ те кĕрет) Раççей парламентне суйланнă. Вăл Патшалăх Думин регионсемпе ĕçлекен комитет членĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн фракцийĕнче тăрать. 20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, çĕршыв рынок экономики çине куçнă тапхăрта, çитменлĕхсем чылай пулнă. Ют çĕршывсенчен илнĕ кредит пурнăçа саплаштарса пыма кайнă. Ĕç укçи, пенсисем, тĕрлĕ пособисем вăхăтра тÿлеменни темиçе уйăха тăсăлнă. Çак йывăр тапхăрта Раççей халăхĕ çĕршыв Президенчĕ пулма В.В.Путина суйланă. Çакăн хыççăн лару-тăру майĕпен, анчах пĕр вĕçĕмсĕр лайăх енне улшăнма тытăнчĕ, терĕ П.В.Семенов. 2006 çула çĕршыв бюджетне пуçласа аталану бюджечĕ теме пулать. Наци проекчĕсене палăртса хăварнă, укçа-тенкĕ уйăрнă. Павел Семенов каланă тăрăх, АПКна, вĕрентĕве, сывлăха сыхлассине аталантарма, çурт-йĕр тума 2007 çулта кăçалхинчен 50-60 процент ытларах укçа уйăрма пăхаççĕ.
         Улшăнусем Чăваш Республикин тĕслĕхĕнче аван курăнаççĕ. Республика кĕске вăхăтра хуласемпе ялсене çут çанталăк газĕ кĕртсе пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекисем уçăлаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ çитес икĕ çулта пурнăçламалли çул-йĕр программине палăртнă. Малашне кашни ял патне асфальтлă çул пулать. Елчĕк районĕнче çак вăхăтра 8 яла асфальтлă çул çитерме, пĕтĕмпе 48 çухрăм çул тума тата юсама палăртнă.
        Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.В.Семенов каланă тăрăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕнчи ĕçтешĕсемпе пĕрле ăна Чăваш Республикин экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма 150 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрма май килнĕ. Çакна Елчĕк районĕнче пурăнакансем те туйма тивĕç. Район центрĕнче, акă, физкультурăпа спорт комплексĕ, тасатмалли сооруженисем тумалли ĕçсене программăна кĕртнĕ, вĕсем валли укçа уйăраççĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов район центрĕнче плотина кирлине, ку енĕпе пулăшма ыйтрĕ. Депутат кирлĕ документсене хатĕрлесе çитерме, плотина тăвассине пурнăçламалли ĕçсен программине кĕртмешкĕн пулăшма пулчĕ.
        Çав кунах Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Семенов районти ялсенчи суйлавçăсемпе тĕл пулчĕ.
         Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пирĕн районта Ваттисен кунĕ пулнă май, районти темиçе ялта ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе – хаяр вăрçă çулĕсенче çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен сыхласа хăварнă, юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратнă çынсемпе курса калаçрĕ.
           Кăнтăрла умĕн Аслă Елчĕкри ял тăрăхĕн библиотекине ватă çынсем нумай пуçтарăннă. П.В.Семенов вĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çак кун Лидия Григорьевнăпа Евстафий Евстафьевич Немцевсем мăшăрланни 60 çул çитнине паллă тунă. Пурнăç çулĕпе вĕсем аллă-аллăн тытăнса утаççĕ. Депутат Немцевсене бриллиант туй ячĕпе пĕтĕм чĕререн ырă сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ, парне пачĕ.
         Лаш Таяпари ваттисен çуртĕнче пурăнакансем те П.В.Семенова ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хăна кунта та пушă алăпа килмен. Икĕ ялти тĕл пулура та депутат Раççей парламенчĕ туса ирттерекен ĕçсем, вăл йышăнакан саккунсем çинчен каласа пачĕ.
        Кивĕ Арланкассинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Аркадий Васильевич Богданов – районта паллă çын. Хаяр вăрçă çулĕсемпе утса тухнă, унтан ĕмĕр тăршшĕпе çамрăк ăрăва пĕлÿ тата воспитании парас ĕçре тăрăшнă. 9-мĕш теçеткепе пыракан отставкăри майор ял, район пурнăçĕпе интересленсех тăрать. Çакăн пек çынсене П.В.Семенов хисеплет, сума сăвать. А.В.Богданов парламент депутачĕпе çар тумĕ тăхăнса сăн ÿкерĕнме кăмăл турĕ.
           Кивĕ Арланкасси йĕтемĕ çине, ял çыннисем çĕр улми суйлакан вырăна та çитсе курчĕ П.В.Семенов. Вăл çĕршыв аталанăвĕ, наци проекчĕсем çинчен каласа пачĕ. Калаçура паянхи кăткăс ыйтусене хускатмасăр та иртмерĕç. Сăмахран, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çураки, вырма вăхăчĕсенче ÿссе каяççĕ. Çакă çĕр çинче ĕçлекенсене пырса тивет. Кун пирки депутат мĕн шутлать; П.В.Семенов шучĕпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсене хаклатса яни вырăнсăр йĕрке. Çуракипе вырма вăхăчĕсенчи тата ахаль чухнехи бензин, топливо хакĕсен уйрăмлăхне саплаштарни ял çыннине пулăшма тăвакан утăмсенчен пĕри пулмалла. Ача пособийĕсемпе тивĕçтерессинчи тĕл пулакан çитменлĕхсене те хускатрĕç. Депутат суйлавçăсемпе тĕл пулнă чухне сиксе тухнă ыйтусене комитет ларăвĕнче пăхса тухма, чи çивĕччисене парламент ларăвне кăларма пулчĕ.


"Елчĕк Ен"
04 октября 2006
00:00
Поделиться