Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Варнава митрополит – Елчĕк енре

        Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш епархийĕн пуçлăхĕ Варнава митрополит пирĕн районта пулнă. Чи малтанах вăл Аслă Елчĕкри Христос Чĕрĕлĕвĕ ячĕпе тăракан чиркĕве çитнĕ. Аслă Елчĕксен престол уявне тата ялти чир-кĕве çĕнĕрен чĕртсе çĕкленĕренпе 10 çул çитнине халалласа Аслă кĕлĕ ирттернĕ.
        Варнава митрополита Шупашкарти Введенски соборĕн настоятелĕ Геннадий (Антонов) протоиерей, арçынсен Святотроицки мăнастирĕн настоятелĕ Иераним архимандрит, Улатăр округĕн благочиннăйĕ Владимир (Теплов) протоиерей, Аслă Пăла Тимешри Никольски чиркĕвĕн настоятелĕ, 5-мĕш округ благочиннăйĕ Анатолий (Сорокин) протоиерей, Елчĕкри Александр Невский ячĕпе тăракан чиркĕвĕн настоятелĕ Александр (Сенькин) протоиерей, Аслă Елчĕкри Христос Чĕрĕлĕвĕ ячĕпе тăракан чиркĕвĕн настоятелĕ Максим (Петров) иерей, çывăхри ялсенчи храмсен тĕн çыннисем пулăшса пынă. Çак çутă кун Аслă Елчĕкри пĕтĕм халăх чиркĕве пухăннă. Шупашкар тата Чăваш епархийĕн пуçлăхĕ Варнава митрополит чиркĕвĕн настоятельне Максим иерея чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе çĕкленĕшĕн тав тунă.
            Унтан тĕн çыннисем тата тĕне ĕненекенсем район центрне – Елчĕке çитнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ çинчен» Указне тĕпе хурса, район администрацийĕн, Александр Невский ячĕпе тăракан чиркĕвĕн настоятелĕн, тĕне ĕненекенсен тăрăшулăхне пула кунта кĕске вăхăтрах Николай Святитель ячĕпе тăракан часавай çĕкленнĕ, унăн территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Варнава митрополит часавая сăвапланă, пухăннисене пилленĕ. Халĕ кашни çынах часавая кĕрсе кĕл тума, çурта лартма пултарать.
          Шупашкар тата Чăваш епархийĕн пуçлăхĕ Варнава митрополит Таса Чиркĕве мухтас тĕлĕшпе вăй-халне шеллемен çынсене – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне И.Кузнецова тата Перекет банкĕн Елчĕкри хушма офисĕн управляющине А.Ефимова Архирей грамотисене панă.
          Çут çанталăк та çак кун Елчĕксемпе савăнчĕ тейĕн – ăшă та хĕвеллĕ куна Аслă Турă илсе килнĕ.


"Елчĕк Ен"
27 сентября 2006
00:00
Поделиться