Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шав малалла аталанса

         Яланах аталанса пыракан вĕрентÿ Интернет-ресурссемпе усă курмалли тухăçлă механизмсене ĕçе кĕртес тата вĕрентÿ процесне хутшăнакансем пурте сетьре хутшăну тытассине йĕркелес енĕпе пысăк утăм тунă. Ку енĕпе пирĕн район та шав малаллах аталанать. Раççей шайĕнче 42 вĕренекене пĕр компьютер, Чăваш Енре 26 ачана 1 компьютер тивĕçет пулсан, пирĕн районта 22 ачана 1 компьютер тивет. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 7 шкулта (Лаш Таяпа, Курнавăш, Кушкă, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Кивĕ Эйпеç, Елчĕк) Интернетпа çыхăнмалли спутник тарелкисем вырнаçтарнă. Районта пурĕ 17 шкул Интернетпа çыхăннă. Паянхи кун тĕлне шкулсенче 152 компьютер, 36 принтер, 13 сканер, 4 мультимедиллĕ проектор пур. 14 шкулăн хăйĕн уйрăм сайт.



"Елчĕк Ен"
27 сентября 2006
00:00
Поделиться