Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курар

        Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсенчен пĕри вăл – “Агропромышленность комплексне аталантарасси”. Вăл виçĕ пайран тăрать. Малтанхи икĕ пайĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне тата хуçалăх ĕçĕнчи пĕчĕк формăсене аталантарассине тĕпе хунă пулсан, виççĕмĕш пайĕ – ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене тата граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Вăл Федерацин “Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” Программипе килĕшÿллĕн пулса пымалла. Çак программа пирки тĕплĕнрех ăнлантарма эпир район администрацийĕн строительство, архитектура, коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕпе Ольга Павловна Никифоровăпа çыхăнтăмăр:
      – Чăн та, ял хуçалăх предприятийĕсенче специалистсем те, кадрсем те çитменнине кура, çамрăксем ял тĕрекĕ пулнине шута илсе, вĕсене ялтах тĕпленме пулăшас тĕллевпе патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна “Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн, яллă тăрăхра пурăнакан, ял хуçалăхĕнче, социаллă сферăра тимлекен граждансене тата çамрăк специалистсемпе граждансене çурт-йĕр тума е туянма каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрни те çирĕплетет. Ăна профессин пуçламăш, вăтам, аслă пĕлĕвне илнĕ е вĕрентÿ учрежденийĕсенче юлашки курсра вĕренекен (условийĕсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелле) çамрăк специалистсем, çемье çавăрнисем (ачаллă е ачасăр, мăшăрсенчен пĕри 30 çултан иртнĕ пулсан та), 30 çул тултарман ашшĕ е амăшĕнчен тăракан пĕр е темиçе ачаллă тулли мар çемьесем (ачине усрава илнĕ пулсан та) илме пултараççĕ.
        Патшалăх пулăшăвĕпе усă курмаллах. Çапла майпа çурт-йĕр ыйтăвне кĕскен татса пама пулать. Çавна май чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне пырса маларах асăннă çемьесен учета тăмалла.
        Çакна та палăртса хăварар. Ку çултан патшалăх пулăшăвĕ укçан мар, строительство материалĕсемпе тивĕçет. Тĕплĕнрех райадминистрацин строительство, архитектура, коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕсенчен ыйтса пĕлмелле.


"Елчĕк Ен"
27 сентября 2006
00:00
Поделиться