Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çемье вăйĕ – пĕрлĕхре

         Кăçал районта виççĕмĕш хут «Çулталăк çемйи-2006» конкурс иртрĕ. Ăна районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ЗАГС, социаллă аталану пайĕсем пулăшнипе йĕркелерĕ. Конкурса хутшăннă çемьесене район пуçлăхĕ Н.Миллин, почта çыхăнăвĕн районти узелĕн ертÿçи П.Блинов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
       Кашни çулах конкурса хутшăнакан çемьесен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Кăçал унта ял тăрăхĕсенче иртнĕ конкурссенче çĕнтернĕ 9 çемье пулчĕ: Петровсен (Патреккел), Афанасьевсен (Аслă Елчĕк), Медведевсен (Аслă Таяпа), Усановсен (Шăмалак), Изосимовсен (Кĕçĕн Таяпа), Смирновсен (Курнавăш), Кривовсен (Анатри Тимеш), Портновсен (Аслă Пăла Тимеш), Митрофановсен (Элпуç). Конкурс условийĕсем тăрăх, çемье чăмăртани 10 çултан кая мар, унта çул çитмен ачасем пулмалла. Тĕрлĕ специальноçпа ĕçлекен çынсем сахал мар конкурса хутшăнакансем хушшинче – врачсем те, выльăх тухтăрĕ те, культура ĕçченĕсем те, строительсем те, çĕр виçевçи те, учительсем те, предприниматель те... Хĕрÿ иртнĕ конкурс. Кашни çемье хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме, килентерме тăрăшрĕ. Чи малтанах конкурса хутшăнакансем хăйсен çемйипе, хатĕрленĕ эмблемăсемпе, çемье девизĕпе паллаштарчĕç. Парнесем те хатĕрлеме ÿркенмен. Акă, Усановсем торт пĕçерсе хатĕрленĕ. Митрофановсем вара çаврака çăкăр çине хăйсен çемйин эмблемине ăнăçлă вырнаçтарма та май тупнă.
         Килти ĕçе те кашни çемье тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнă. «Эсир хăвăрăн йăх-нĕсĕле пĕлетĕр-и;» девизпа иртнĕ вăл. Акă, Портновсем тĕпчев ĕçне ăнăçлă ирттернĕ – 9 сыпăкри тăванĕсене те пĕлеççĕ вĕсем. Кривовсем те, Петровсем те, Митрофановсем те, Афанасьевсем те, Усановсем те ăру кун-çулне тĕплĕн çутатма тăрăшнă. Кашни çемье йăх-нĕсĕл йывăçне хатĕрленĕ, папкăсем йĕркеленĕ. Акă, Усановсем «Усановсен çемйи», «Аçу-аннÿ яланах хисепре пултăр», «Çамрăкла вĕренни – чул çинче» тата ытти альбомсемпе кăсăклă паллаштарчĕç.
         Кăçал – ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ. Çавна май, кашни çемье хăйĕн пултарулăхне унпа çыхăнтарчĕ. Районти тĕп больницăри хирурги сестри Валентина Петрова залра ларакансене Патреккелĕн сăваплă çăлĕ çинчен юрăпа тыткăнларĕ. Усановсен хĕрĕпе ывăлĕ Маринăпа Никита ашшĕпе амăшне халалласа сăвăсем шăрçаланă – вĕсене итлеме кăмăллă пулчĕ. Е тата Афанасьевсен хĕрĕ Татьяна Хĕвелтухăç ташшине ташланă чухне камăн кăмăлĕ çĕкленмĕ;..
          Хĕрÿ кĕрешÿре Шăмалакри Усановсен çемйи çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Вĕсен çемйи район чысне республикăра иртекен конкурсра хÿтĕлĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Смирновсемпе Митрофановсем.
Конкурса хутшăннă кашни çемье парнесене тивĕçрĕ. Кунта тĕрлĕ спонсорсем те пулăшу пачĕç. Вĕсен йышĕнче: районти культура çурчĕ, ял тăрăхĕсен тĕп библиотеки, Лаш Таяпа, Елчĕк, Аслă Елчĕк ял администрацийĕсем. Культура ĕçченĕсем вара пухăннисене хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.


"Елчĕк Ен"
27 сентября 2006
00:00
Поделиться