Çĕнĕ техника туянаççĕ
Пирĕн районăн тĕп пуянлăхĕ – унăн ĕçчен çыннисем. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та яланах палăртать. Чăнах та, ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн района республика шайĕнче палăртни вара ял çыннине хăйне те сумлă. Кулленхи ĕç-хĕле пахалăхлă тата пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланă çĕрте ку чухнехи хăватлă техникăпа усă курни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ял хуçалăх техникине туяннă чухне ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Лизинг мелĕ йăлана кĕчĕ. Кунта техникăн пĕтĕмĕшле хакĕн 7-15 процентне малтан, ыттине 7 çулта тÿлемелле. Çакă хуçалăхсемшĕн питĕ меллĕ. Çĕнĕ техникăна кредитпа туянасси те вăй илсе пырать – малтан хуçалăхăн техника хакĕн 10 процентне тÿлемелле. Юлашки 90 процентне тÿлесе татма банк укçа-тенке 5 çуллăха парать, процентăн виçин 3/4 пайне бюджетран саплаштараççĕ.
Хуçалăхсенчи тракторсемпе комбайнсем çулран-çул кивелсе пыраççĕ. Акă, трактор паркĕн 86 проценчĕн амортизаци вăхăчĕ иртнĕ – механизаторсен тăрăшулăхне пула çеç техникăн ĕмĕрĕ тăсăлать. Çĕнĕ техника туянма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çакă хуçалăхсен ертÿçисене шухăшлаттарать, тĕрлĕ çул-йĕр шырама хистет. Çапах та вĕсенчен чылайăшĕ çĕнĕ техникăпа пуянланма май тупрĕç. Тĕслĕхрен, кăçал акционерсен «Прогресс» обществи – 15, 5 миллион, «Свобода» хуçалăх – 2, 0 миллион, «Яманчуринский» хуçалăх – 2, 5 миллион, «Эмметево» хуçалăх 3, 5 миллион тенкĕлĕх, ытти хуçалăхсем те çĕнĕ йышши техника туянма вăй çитерчĕç.
"Елчĕк Ен"