Клиент кунĕ иртрĕ
2007 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Кашни çырăнтарурах Клиент кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал Клиент кунĕ авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ. Çак кун хаçат-журнал çырăнакансене почта ĕçченĕсем яланхиллех хапăл туса кĕтсе илчĕç, çырăнакансен хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕç. Клиент кунĕнче Елчĕкри почтамта хаçат-журнал çырăнма чи малтанах Валентина Федоровна Ишмуратова пенсионерка çитрĕ. Çывăх тусĕпе – “Елчĕк ен” хаçатпа çитес çул та тачă çыхăнура пуласшăн вăл. Валентина Федоровна район хаçатне чылайранпах çырăнса илет. Тăван хаçатсăр тунсăх та кичем ăна. Г.Баранова оператор хыпарланă тăрăх, çак кун “Елчĕк ене” чи нумай çырăнаканни “Прогресс” обществин профсоюз комитечĕн председателĕ Елена Николаевна Разумова пулнă. Пурĕ 17 экземпляр çырăннă вăл ăна хуçалăх валли. Пурĕ “Елчĕк ене” клиент кунĕнче 140 экземпляр сарнă.
“Елчĕк ен” хаçат хальхи вăхăтра 2708 экземплярпа тухса тăрать. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăк. 2007 çулта та хамăрăн çывăх тусăмăрсен шучĕ ÿсессе шансах тăрас килет. Тепĕр çулхи çур çулшăн “Елчĕк ене” почта çыхăну уйрăмĕсенче 160 тенкĕ те 44 пуспа, “Чăвашпичет” киоскĕнче 119 тенкĕпе, редакцие килсе илме 119 тенкĕпе çырăнма пулать. Почта ĕçченĕсемпе тĕл пулма васкăр эппин, тусăмăрсем!
"Елчĕк Ен"