Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче

        Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курассишĕн тăрăшаççĕ «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн Кавал бригадин ĕçченĕсем. Кунта кăçал çĕр улмине 30 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх пулнăран ăнса çитĕннĕ вăл – кашни гектартан 300 ытла центнер тухать. Халĕ «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртессипе бригада ĕçченĕсемпе пĕрле Кушкăри тата Лаш Таяпари вăтам шкулсенче вĕренекенсем те тăрăшаççĕ. Çĕр улми уйне куллен 150 ытла çын тухать. Вăр-вар ĕçлеççĕ кунта. «Çакăн пек тăрăшсан çывăх вăхăтрах ĕçе вĕçлетпĕр», – кăмăллăн пĕлтерет бригадăна ертсе пыракан Борис Теллин. Ĕçшĕн лайăх тÿленине кура кашни çын хăйĕн яваплăхне туять. Пухса илнĕ çĕр улмине тÿрех малтанах килĕшсе татăлнă потребительсем патне ăсатаççĕ, çав вăхăтрах вăрлăха та хываççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» кăларассипе Александр Павлов механизатор тăрăшать. Вăл çĕр улми кăларакан агрегата тухăçлă ĕçлеттерет. Пухнă çĕр улмине сетка михĕсем çине тултараççĕ. Вĕсене уй-хиртен 3 автомашинăпа турттараççĕ. Ĕçе ăнăçлă йĕркеленипе вăл кал-кал пырать.
         Уй-хирте ĕçлекенсене кулленех вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Валентина Николаевăпа Людмила Лаврова поварсем пĕçернĕ апат техĕмлĕ. Вăл тутлă пулнăран вĕсене тав сăмахĕ калаççĕ уй-хирте ĕçлекенсем. Çапла майпа ĕçлекенсене хиртех вĕри апат çитерме йĕркеленине ырламалла çеç: ĕç хăвăртлăхĕ те ÿсет, калăпăшĕ те чылай пысăкрах пулать.


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2006
00:00
Поделиться