Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял хуçалăх çыравне пĕтĕмлетнĕ

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-25-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕнче ял хуçалăх çыравĕ пулчĕ. Пирĕн районта ăна лайăх хатĕрленсе ирттерсе янă. Çырава республикăра чи малтан вĕçленĕ, çырав хучĕсене те тивĕçлĕ органсене пĕрремĕш çитернĕ. Çак ĕçе ятарласа йĕркеленĕ ушкăн, çыравçăсем, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем, район хаçачĕн работникĕсем, ытти органсем активлă хутшăннă. Çырав вăхăтĕнче нимĕнле кăткăс ыйтусем сиксе тухман. Çакна палăртса каларĕ Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи тĕп специалисчĕ Л.Горшкова ял хуçалăх çыравне ирттерес енĕпе йĕркеленĕ ятарлă комисси ларăвĕнче. Ларăва район пуçлăхĕ _ ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе районта йĕркеленĕ комисси председателĕ Н.Миллин ертсе пычĕ. Вĕсем ял хуçалăх çыравне хутшăннă, ăна ирттерсе яма пулăшнă мĕн пур работника пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç. Ларура ял хуçалăх çыравĕнче палăрнисене Н.Миллин, Л.Горшкова Чăвашстатăн тата район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕç. Ял хуçалăх çыравĕн тулли итогĕсем 2008 çулта пичетленеççĕ. Çав çулах бизнеспа предпринимательство _ экономика çыравĕ ирттерме палăртнă. 2010 çулта пире халăх çыравĕ кĕтет. Çапла вара тĕрлĕ отрасльпе çырав ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Вĕсем çĕршыври лару-тăрăва тарăнрах пĕлме, ĕçе йĕркелеме пулăшаççĕ.


"Елчĕк Ен"
19 сентября 2006
00:00
Поделиться