Сăвăм ан чактăр
Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе талăкра кашни ĕнерен 12,6 килограмм сĕт сунă пулсан, паянхи кун тĕлне çак цифра 10,9 килогрампа анчах танлашать. Чылай хуçалăхра тата та ытларах чакнă. Сăмахран, "шурă ылтăн" "Эмметево" ОООра 3,5, "Родник" ЯХПКра 3,1, "Комбайн" ЯХПКра 3,5, "Сатурн" ЯХПКра 4,1 килограмм чакнă. Çав вăхăтрах "Кушкă", "Свобода", "Колос" хуçалăхсенче сăвăм ỹснĕ. Сăмахран, "Колос" хуçалăхра сĕт авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан 1,8 килограмм ỹснĕ. Паянхи кун ферма ĕнисем клевер ани çинче çỹреççĕ. Ĕне выльăхсен рационне 2-шер килограмм фураж кĕртни те сĕте ỹстерме пулăшать. Çывăх вăхăтра ĕнесене витесене кĕртме палăртнă. Çавна май пăтратса çитерессине, ĕнесене симĕс калча çинче çỹретессине мала хурĕç. Çанталăк сивĕ те çумăрлă тăнине кура, ытти хуçалăхсен те ĕнесене витене кĕртессипе тимлемелле. Хĕллехи рациона куçмалла. Рационра кашни кунах 2-3 килограмран кая мар фураж пулмалла, вĕсен умĕнчен хушма минераллă апатсем татăлмалла мар.
"Елчĕк Ен"