"Нацисен кросĕ" - спорт уявĕ
"Нацисен кросĕ" Шупашкарта хаваслă та асра юлмалла иртнине унта пирĕн районтан кайнă çăмăл атлетсем хавхаланса каласа параççĕ. Çак кун республикăн тĕп хулинчи залив хĕррине çуран чупма юратакансем пин-пин çын пуçтарăннă. Елчĕк районĕнчи, Наци кросне 100 ытла çын хутшăннă. Çав шутра шкул ачисем те, çитĕннисем те. Елчĕкри, Курнавăшри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи спорта кăмăллакансем уйрăмах йышлă пулнă. Хĕрсемпе каччăсем, хĕрарăмсемпе арçынсем 4 çухрăма чупнă. Пирĕн район спортсменĕсенчен чи лайăх результат Çуткỹлте пурăнакан, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен А.Аверьянов кăтартнă. Вăл дистанцие иккĕмĕш вĕçленĕ. Курнавăш шкулĕнче пĕлỹ пухакан А.Векова (Çуткỹл) хĕрсен ушкăнĕнче хăйĕнчен аслăрах çăмăл атлетсемпе вăй виçнĕ, 9-мĕш вырăн йышăннă. Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕ, Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче пĕлỹ пухакан И.Максимова та финиша 4-мĕш çитме, А.Аверьянов пекех ăмăрту йĕркелекенсен парнине илме тивĕç пулнă. Çỹлерех асăннă спорт тусĕсем любительсен ушкăнĕнче вăй виçнĕ пулсан, пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ Д.Васильев (Курнавăш) кăçал лайăх хатĕрленнĕ спортсменсен ушкăнĕнче 8 çухрăма чупнă, финиша 9-мĕш çитнĕ.
"Елчĕк Ен"