Ăшăтмалли сезон пуçланать
Тунти кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлăва район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Вăл чи малтанах район пуçлăхĕн çумне _ строительство, архитектура, коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай ертỹçине И.Кузнецова сăмах панă. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе районти обществăлла çурт-йĕре (шкулсемпе ача сачĕсене, культура, сывату учреждени-йĕсене, пурăнмалли çуртсене) юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăшă парса тăма тытăнмалла. Çавна май И.Кузнецов районта хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Котельнăйсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăннăранпа хатĕрленỹ ĕçĕсем чылай çăмăлланнă-ха. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. "Канашмежрайгазпа" килĕшỹсем тумалла, котельнăйсене тата оборудованисене йĕркене кĕртмелле, çĕнĕрен пăхса ямалла. Çут çанталăк газĕпе усă курассинче çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ требованисем кăларса тăратаççĕ. Сăмахран, кăçалтан вара кашни котельнăйĕнче газ тухса тăнине палăртакан сигнализатор пулмалла. Унччен культура çурчĕсене хутса ăшăтассишĕн район администрацийĕн культура пайĕ яваплă пулнă, халĕ _ ял тăрăхĕсен администрацийĕсем. Канашлура район пуçлăхĕ Н.Миллин çакна хытарса каларĕ: хутса ăшăтман культура çурчĕсемпе клубсене хĕл кунĕсенче уçмалла мар. Паллах, культура ĕçченĕсен шалăвĕ те пымасть. Çак вăхăтрах район пуçлăхĕ çакăншăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен, культура çурчĕсен директорĕсенчен çирĕп ыйтма шантарчĕ. Елчĕкри культура çурчĕпе тĕп библиотека хушшинче кĕске вăхăтра илемлĕ часавай çĕкленсе ларчĕ. Ăна тума бюджетран укçа уйăрман, вăл ырă кăмăллă спонсорсен укçи-тенкипе, строительство материа-лĕсемпе çĕкленнĕ. И.Кузнецов канашлура вĕсене ятран асăнса тухрĕ. Çапах та пурнăçланă ĕçсемшĕн тỹлеме, шалти ĕçсене вĕçлеме укçа-тенкĕ тата кирлĕ. Нумай ĕç коллективĕ хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине куçарса панă. Вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ. Чиркỹ, часавай ял илемĕ çеç мар. Унта эпир хамăра йывăр килсен, чирлесен каятпăр. Çакăн пекки кашни çынпа пулма пултарать. Чун çăлăнăçĕ пирки чун-чĕре, ỹт-пỹ сывă чухнех шутламалла.
"Елчĕк Ен"