Паян ĕç укçи сахал - ыран пенси пĕчĕк
Район администрацийĕ çумĕнчи экономика канашĕн черетлĕ ларăвне район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта экономика тĕлĕшĕнчен япăх лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ ял хуçалăх, промышленность предприятисен ĕçĕ-хĕлне, уйрăмах налук, ĕç укçи мĕнле тỹлесе пынине тишкернĕ.
Ларăва "Эмметево" ООО ертỹçипе тĕп бухгалтерне те чĕннĕ. Пĕлтĕр çеç ку хуçалăх юхăннисен шутĕнчеччĕ. Комисси членĕсем юлашки вăхăтра кунта лайăх улшăнусем пулнине палăртрĕç. Темиçе кун маларах унта район пуçлăхĕ Н.Миллин çитсе курнă. Вăл каланă тăрăх, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, хуçалăхра выльăхсен йышĕ ỹснĕ. Фермăсенче сывă выльăх-чĕрлĕх çитĕнет, ỹт хушаслăх та лайăх. Анчах ĕне витин тăррине юсамалла. Кăçал тыр-пул туса илесси те ỹснĕ. Нумаях пулмасть хуçалăх "АПК аталанăвĕ" программăпа уйăрнă кредитпа тĕш тырă культурисем пухса кĕртекен "Енисей-1200" комбайн туяннă. Вырма пуçлансан кỹрсе килнĕ çĕнĕ техникăпа 4600 центнер тырă çапса илме пултарнă. Çавăн пекех МТЗ-1221 трактор, дискатор туяннă. Уй-хир пушаннă хыççăн кĕрхи çĕртме сухи тума тытăннă. Малтанах К-700 тракторпа сухаланă. Халĕ дискаторпа усă кураççĕ. Кĕрхи çĕртме сухи тăвассинче хуçалăх ертỹçи Ю.Лапшин К-700 трактора икĕ сменăпа ĕçлеттересшĕн. Çакă ĕç тухăçлăхне ỹстерет, çунтармалли-сĕрмелли материалсем перекетлеме май парать. Гусеницăллă кивĕ тракторсене кăçал уя кăлармаççĕ кунта.
"Эмметево" ОООн Пенси фондне, налук, ĕç укçи парăмĕсем çук. Хуçалăхра ĕçлекен 30 çыннăн вăтам ĕç укçи пĕрремĕш çур çулта 1748 тенке ларнă. Ку вăл чи пĕчĕк ĕç укçинчен №1100 тенкĕ№ пысăкрах, анчах пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк ĕç укçинчен №2930 тенкĕ№ чылай пĕчĕкрех. Хуçалăхăн ĕç укçине ỹстермелли майсем пур. Çакна Ю.Лапшин та çирĕплетрĕ, ĕç укçине малашне ỹстерме шантарчĕ.
"Эмметево" ОООра ĕç укçи 1748 тенкĕ пулнине палăртрăмăр пулсан, комисси ларăвне чĕннĕ ытти предприятисенче ку енĕпе лару-тăру тата йывăртарах. Акă, "Рассветра" иккĕмĕш çур çулта ял ĕçченĕсене уйăхсерен 1642 тенкĕ, "Знамя" хуçалăхра 1252 тенкĕ (2 кварталта 1425), Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 1117 тенкĕ, Елчĕкри "Кирпич" ОООра 817 тенкĕ тỹленĕ. "Заря" коллективлă хуçалăхра тата пĕчĕкрех.
Хальхи вăхăтра çỹлерех асăннă хуçалăхсенче ытларах район тулашне ĕçлеме тухса кайма пултарайман е пенси çулне çитнĕ çынсем ĕçлеççĕ. Вăхăт иртет _ кашнин пенсие тухма вăхăт çитет. Вăтамран 1000 тенкĕ ĕçлесе илекен ял çынни миçе тенкĕ пенси укçи илĕ-ши( Паллах, чи пĕчĕкки. Мĕншĕн тесен Пенси фончĕ хăв халĕ мĕн чухлĕ ĕçлесе илетĕн, ватлăхра çавăн чухлĕ нумайрах тỹлет. Унччен 9 яла пĕрлештерсе тăнă "Победа", "Слава", "Прогресс" колхозсенче ĕçлесе пенсие тухнă ватăсем халĕ районта, ытти ялтисемпе танлаштарсан, чи пысăк пенси укçи илеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче ĕç укçи чи пысăкки пулнă. Унчченхи ят-сумне çухатман "Прогресра" ĕç укçи лайăх тỹлеççĕ-ха, ыттисенче _ сăмахран, çỹлерех асăннă "Рассвет", "Знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче, "Заря" КПра, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра, "Кирпич" ОООра пенсие тухакан ватăсем питĕ сахал илесси халех паллă. Çакăн çинчен ял ĕçченĕсен чи малтан хуçалăх ертỹçисенчен ыйтмалла.
Хуçалăх экономикине лайăхлатмалли, ĕç укçине ỹстермелли майсем пур-и?" Çак ыйтăва кашни хуçалăх ертỹçине пачĕç. Шел, хуравлакансем сахалăн пулчĕç. Мĕншĕн тесен хуçалăхсен укçа ĕçлесе илмелли çăл куçсем питĕ сахал. Вĕсене тишкерсе тухсан та юрать.
Тĕш тырă туса илсе, ăна сутса тупăш илме май çукки пуриншĕн те паллă. Анчах çакă ăна пачах туса илмелле маррине пĕлтермест-çке. Пỹлмери тырăпа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни вара тупăш паратех. Çапах та çỹлерех асăннă хуçалăхсем уй-хир тухăçĕпе мухтанма пултараймаççĕ. "Рассветра" пĕлтĕр 1442 тонна тĕш тырă туса илнĕ, кăçал - 1242 тонна çеç. "Знамя" хуçалăхра иртнĕ çул пỹлмене 786 тонна кĕнĕ, кăçал 120 тонна сахалрах. "Заря" хуçалăх ертỹçи М.Васильев ларура хуçалăх мĕнле ĕçленине цифрăсемпе илсе кăтартма пултараймарĕ. Мĕншĕн тесен комисси членĕсем "Заряра" бухгалтер пулманран учетпа отчет ĕçĕ пачах курăнманнине палăртрĕç.
Çулталăк пуçламăшĕнче район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышне чакарма чарнă. Ватăлнă, е чирленĕ ĕне выльăх пуçне кĕтĕве çамрăккисене кĕртмелле. "Рассветра" сăвакан 5 ĕне, Типтимешре ("Знамя") 20 пуç, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра темиçе ĕне выльăх чакнă. Хĕллехи вăхăтра хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмесĕр укçа-тенкĕ тăваймаççĕ. Апла пулсан ĕç укçи тỹлесси, техника, ытти япала туянасси ĕмĕтре çеç. Малашлăх, çынсене ĕç укçи парас, пенсие тухма никĕс хатĕрлес, хуçалăхра экономика тĕлĕшĕнчен çỹлти шайра тытас тĕллевпе пурăнакансем выльăх шутне ỹстереççĕ, халăхран выльăх туянса самăртаççĕ. Тĕслĕх илме аякка кайма кирлĕ мар. Акционерсен "Прогресс" обществи, район пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, сăвакан ĕнесен кĕтĕвне 20 пуç ỹстернĕ. Унта выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрленĕ, апла пулсан продукци те пулать.
Район пуçлăхĕ, хăй нумай çул хуçалăха ăнăçлă ертсе пынăскер, канашлура хуçалăх ертỹçисене нумай ыйту, сĕнỹ пачĕ: хуçалăхсем мĕншĕн кĕрхи, тухăç паракан сортсене акмаççĕ, вĕсен тухăçĕ мĕншĕн пĕчĕк, туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарасшăн, выльăх апачĕ пур çĕртех вĕсен шутне ỹстерме мĕн чăрмантарать, дисциплина кирлĕ шайра мар тата ытти те.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, топливо хакланса пырать, техника туянма та укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çĕр ĕç технологине хальхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелеме те вăхăт. Техникăпа усă курма пĕлменрен çунтармалли-сĕрмелли материалсем нумай тăкакланаççĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра çу вĕçĕнче тыр-пул пуçтарса кĕртме, пĕрремĕш хут утă, сенаж хатĕрлеме пĕр харăс пуçăннă. Çапла майпа техникăна, ĕç вăйĕсене сапаласа янă. Юлашки кăтарту: выльăх апачĕн пахалăхĕ япăх, тыр-пул тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕк. Тен, хуçалăхсен тĕш тырă, ытти культурăсен лаптăкне ỹстермелле мар, ун вырăнне вĕсене лайăх ĕçлесе, удобрени сапса пысăкрах тухăç илмелле?
Экономика канашĕн членĕсем сĕнỹсем чылай пачĕç.
Вĕсене шута илмеллех пулĕ.
"Елчĕк Ен"