Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Футболистсем хăйсем йěркеленě турнир

  Халăх юратнă спорт вăййисенчен пěри чăннипех футбол пулě. Юлашки вăхăтра ку енěпе районта официаллă ăмăртусем сахал йěркелени туйăнать. Çавăнпа футбол вăййине кăмăллакан активистсем И.Тикушев /Аслă Елчěк/, Н.Баринов /Кушкă/, Лапшинсем /Элпуç/ тăрăшнипе ял тăрăхěсем хушшинче йěркеленě футбол турнирěсем куракансене нумай пуçтараççě. Кăçал ку енěпе виçě турнир иртнě ěнтě. Футбол вăййине юратакансем çуркунне Кушкăра пуçтарăнса вылянă, Питравра _ Кармалта. Çурла уйăхěн вěçěнче Елчěкри тěп стадиона Кушкă, Аслă Елчěк, Елчěк, Тěмер, Аслă Пăла Тимеш, Тÿскел, Кармал ялěсен командисем пуçтарăнчěç.

  Командăсен представителěсем калаçса татăлнă тăрăх, кашни команда пěр-пěринпе тěл пулчě. Вăйă вăхăчě _ 20 минутран тăракан икě тайм. Икě вăйă выляса яракан коллектив турниртан тухса ÿкет.

  Елчěк тата Кармал ялěсен командисем пěр вăййа та выляса ямасăр финалта тěл пулчěç. Унта çивěч кěрешÿ пычě. Вăйă, турнир шăпине пěртен-пěр мечěк татса пачě. Ăна Елчěк команди тапса кěртрě. Çапла майпа куçса çÿрекен кубока çěнсе илчě. Виççěмěш вырăншăн Аслă Пăла Тимеш тата Кушкă ялěсенчи футболистсем тěл пулчěç. Кунта вăййăн тěп вăхăчě 1:1 шутпа вěçленчě. Пенальтие вара Кушкăсем лайăхрах тапрěç _ 3:1.

  Турнирăн виççěмěш тапхăрěнче чи лайăх футболистсене палăртрěç. «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Кармал командинчи А.Лапшин тивěçрě. «Чи лайăх хÿтěленсе вылякан» _ П.Адюков /Аслă Елчěк/, «Чи лайăх çурма хÿтěленсе вылякан» _ А.Нягин /Елчěк/. Кушкă командинчи вратаре чи лайăххи тесе йышăнчěç.

  Турнир спонсорě «Чувашрегионгаз» ООО ертÿçи К.С.Мифтахутдинов футболистсене спорт таварěсемпе тивěçтерчě. Акă, мала тухнă виçě командăна _ Елчěк, Кармал, Кушкă футболисчěсене панă футбол вылямалли спорт комплекчě нумайлăха чăтě. Çавăн пекех чи лайăх футболистсем те парнесемсěр юлмарěç.

  «Чувашрегионгаз» ООО ертÿçи К.С.Мифтахутдинов Физкультурниксен кунěнче мини-футбол турнирěнче те вăйă участникěсене укçан преми, командăсене футбол мечěкěсем парнеленěччě. Çак икě турнирăн та кубокěсем кивелсе çитнěччě. К.Мифтахутдинов илсе панă çěнě кубоксем шăпах вырăнлă пулчěç.


"Елчĕк Ен"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться