Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Депутат пулăшрĕ

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансен кану условийĕсене лайăхлатас тесе сахал мар тăрăшатпăр. Кăçал Хăвăлçырма ялĕнчи культура çуртне «кăвак çулăмпа» хутса ăшăтмалла тăвасшăн. Пурте пĕлетпĕр: газ кĕртнĕ: юсав ĕçĕсем пурнăçланă çĕрте укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çавна май ырă кăмăллă спонсорсене шырама тивет. «Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ»: теççĕ чăвашсем. Чăнахах та çапла. Укçа-тенкĕпе пулăшу ыйтса Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Павел Семеновпа пĕрре мар курса калаçрăм: аслашшĕн ялĕн çыннисене пулăшма ыйтрăм. Нумаях пулмасть вара савăнăçлă хыпар илтĕм _ Павел Семеновăн Шупашкарти помощникĕсем хăйсен патне чĕнчĕç. Хăвăлçырмари культура çуртне газ хуранĕ илме 35 пин укçа парса ячĕç. Ял çыннисем хăйсен ентешне депутата суйланăшăн пĕрре те йăнăшманнине тепĕр хут туйса илчĕç.

Çывăх вăхăтра Хăвăлçырмари 200 вырăнлă культура çурчĕ çĕнелсе улшăнĕ: çамрăк: ача-пăча сассипе тулĕ. Ăшă та хăтлă çуртра пушă вăхăта усăллă ирттерме мĕн пур майсем пулĕç. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче кунтах тĕслĕх библиотека уçасшăн. Унăн пÿлĕмне тĕпрен юсанă: тăррине çĕнĕрен улăштарнă.

Хамăра чăннипех те пулăшма пултаракан: пирĕн нуша-терте ăнланакан çынсене «халăх тарçи» пулма суйламалла. Павел Семенов «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн членĕ. Апла пулсан унăн ретĕнче тăракансем _ шанчăклă çынсем



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться