Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

А.Г.Николаев космонавт-летчика асăнса

  Ěнер икě хут Совет Союзěн Геройне, СССР летчик-космонавтне, Чăваш Республикин хисеплě гражданинне Андриян Григорьевич Николаева асăнса çăмăл атлетсен республикăри III эстафети старт илчě. Республикăн 5 кěтесěнчен пуçланчě чупу. Вěсенчен пěри - Елчěкрен.

Ирхине 8 сехет иртсен Елчěкри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул умне спорт форми тăхăннă 60 яхăн ача пуçтарăнчě. Вěсем пурте спорта, уйрăмах çăмăл атлетикăна юратаççě, районти, хăшě-пěрисем республикăри ăмăртусене хутшăнаççě. Район администрацийěн вěрентÿ тата çамрăксен политикин пайěн ертÿçи Л.Левый, çак пайăн тěп специалисчě Н.Малышкин, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителě В.Васильев çамрăксене эстафета чупăвě, А.Г.Николаев çинчен каласа пачěç, ăнăçусем сунчěç.

  Часах çăмăл атлетсен ушкăнě çула тухать. Елчěксем эстафетăна Таяпа Энтринчи пěтěмěшле пěлÿ паракан тěп шкулта вěренекенсене пачěç. Унăн маршручě малалла Кěçěн Таяпа, Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм ялěсем витěр иртрě. Чăваш Тăрăмěнчи шкулта вěренекенсем кăнтăрла иртсен 12 сехет те 20 минутра эстафетăна Тăвай районěнчи Чутейри вăтам шкулта вěренекенсене пачěç. Елчěк шкулěнчи аслă классенче вěренекен 7 çамрăк эстафетăна хамăр районтан пуçласа Чутее çитичченех чупса тухрěç. Çавăн пекех чупăва ачасемпе пěрле шкулсенчи учительсем, райадминистраци работникěсем   Н.Адюковпа Н.Малышкин активлă хутшăнчěç.

  А.Г.Николаева халалланă, Елчěкрен пуçланнă чупу республикăн тěрлě районěсем витěр иртсе ыран Шуршăла 15 сехет те 30 минутра çитет.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2006
00:00
Поделиться