Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Механизаторсем харсăр

"Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем 440 гектар çинчи улăма пуçтарса кĕртессине вĕçлесе пыраççĕ. О.Печкин тракторист стогометательпе, А.Тарасов тракторист КУН-10 агрегатпа улăм купалаççĕ, А.Львовпа В.Волков трактористсем волокушкăпа сĕтĕреççĕ. А.Усанов, Ю.Чернов, В.Артемьев, В.Шуйков, Л.Степанова, Т.Усанова, В.Романов механизаторсене пулăшаççĕ.
Пушаннă уй-хирте кĕрхи çĕртме тăваççĕ. А.Шуйков тракторист хальлĕхе 200 гектар сухаланă. Д.Черновпа В.Ермаков механизаторсем те №малтанах вĕсем комбайн штурвалĕ умĕнче ларчĕç№ кĕрхи çĕртме тума пуçăнчĕç. Çывăх кунсенче ял çыннисем 10 гектар çинчи столовăй чĕкĕнтĕрне, 5 гектар çĕр улмине пуçтарса кĕртме тухаççĕ.


"Елчĕк Ен"
01 сентября 2006
00:00
Поделиться