Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ

Ĕнер районти шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. 3427 ача партăсем хушшине ларчĕ, вĕсенчен 258-шĕ пуçласа шкула килчĕ. Çавна май пур çĕрте те савăнăçлă линейкăсем пулса иртнĕ.
 
ЕЛЧĔК. Районта чи хăтлă та илемлĕ шкула кăçал 640 ача вĕренме килнĕ. 37-шĕ вара шкул алăкĕ урлă пуçласа ура ярса пуснă.
Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ А.Данилов уçрĕ, ачасене, ашшĕ-амăшĕсене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех ЧР культура, национальноç ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Выйкин, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн ертỹçи Е.Михайлова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Мисяков, шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Баранова, "Прогресс" ЗАО ертỹçи М.Разумов, тĕп библиотека заведующийĕ Г.Кузнецова çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ачасене саламларĕç, вĕренỹре ăнăçусем сунчĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрава 11 класри Александр Платонов тата 1 класа пуçласа килнĕ Настя Осипова пачĕç.
 
ПАТРЕККЕЛ. Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Б.Клементьев уçрĕ. Н.Иванов директор шкул ачисене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ ачасене ырă сăмахсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕ.
Ачасене çавăн пекех "Прогресс" хуçалăхри профком председателĕ Е.Разумова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д.Алюкин саламларĕç. Çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ ачасем те парнесене тивĕçрĕç. Кăçал Патреккел шкулне пурĕ 3 ялтан (Патреккел, Элекçей Тимеш, Акчел) пĕлỹ илме çỹрĕç. Çавна май Патреккел шкулне пĕрремĕш класа 11 ача ура ярса пусрĕ. Вĕсене пĕлỹ тĕнчинче 27 çул вăй хуракан Татьяна Владимировна Петрова вĕрентекен кĕтсе илчĕ. Вун пĕрмĕшсем пĕрремĕшсене саламлани, вĕсене пĕлỹ уççине пани чи кăсăклă самант пулчĕ. Кăçал шкул коллективĕ çĕнĕ вĕрентекенсемпе пуянланнă. А.Сайкин физкультура учителĕ, социаллă педагог Т.Никифорова, В.Иванова воспитательница Патреккел шкул ачисемшĕн иккĕмĕш ашшĕ-амăш вырăнне пулĕç.


"Елчĕк Ен"
01 сентября 2006
00:00
Поделиться