Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăр чирлисем патне - çĕнĕ машинăсемпе

     Чăваш Енре Раççей Президенчĕ палăртнă приоритетлă "Сывлăх" наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе çанă тавăрса ĕçленине курса-пĕлсе тăратпăр. Ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçни хăйех пĕр пысăк пулăм. Вăл çеç те мар, районти тĕп больница çĕнĕрен те çĕнĕ оборудованисемпе пуянланчĕ, хăйĕн сăнне тĕпрен улăштарчĕ. Çĕртме уйăхĕнче пирĕн районти Акатуя килнĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, "Васкавлă медицина пулăшăвĕн" çĕнĕ машинисене парнелерĕ. Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ икĕ "Уазлă", Елчĕксем икĕ "Газеллĕ" пулчĕç. Епле пысăк савăнăç район çыннишĕн. Чир-чĕр пурне те çакланма, вăхăтра пулăшу памасан пысăк инкек те сиксе тухма пултарĕ...
     Район центрĕнчи Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăватă шофер тăрăшать. Михаил Яковлев пĕр улшăнмасăр 27 çул вăй хурать. Опытлă водитель хăйне хальхи йышши çĕнĕ автомашина панăшăн чунтан хĕпĕртет. Сменăра унăн ытларах 100-200, тепĕр чухне 300 çухрăм чупма тивет. Чирлисем патне вăхăтра çитеççĕ. Михаил Арсениевичпа П.Петрушкин пĕр машинăпа, Г.Клементьевпа П.Горшков тепринпе вăй хураççĕ. Ĕçлес кăмăл пысăк шоферсен. Çак кунсенче М.Яковлев 50 çулхи юбилейне уявларĕ. Ăна çĕнĕ автомашина шанса пани хăйех пысăк парне.


"Елчĕк Ен"
28 августа 2006
00:00
Поделиться