Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çуран çыннăн та çул çỹреме пĕлмелле

Районти асфальтлă чылай çулсем ялсем витĕр иртеççĕ. Паллах, хăвăртлăхпа пыракан автотранспорт хатĕрĕсем çуран, велосипедпа çỹрекен çынсен умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çапах та çуран çỹрекен çынсем водительсене хисеплеççĕ-и? Ку палăрсах каймасть. Акă, Елчĕк ялĕнчи урамсенче тротуарсем йышлă. Анчах ун тăрăх çỹремелле чухне çынсем асфальтлă çулпа саркаланса утнине час-часах асăрхатпăр. "Нимĕн те пулмасть", - теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Пĕрре, иккĕ - инкек айккипе иртсе каять, виççĕмĕшĕнче сире хирĕç руль умне ỹсĕр водитель автомашинăпа вĕçтерсе пыма пултарать. Пăрăнса та ĕлкĕреймĕр вара. Çавăнпа тротуарпа, çулăн айккипе утмалла.
Çул урлă каçнă чухне те пысăк тимлĕх кирлĕ. Елчĕк ялĕнче пасар иртекен кунсенче ку енĕпе хăрушлăх чылай, уйрăмах ватăсем çул çỹремелли йĕркесене пĕлсех каймаççĕ: светофор çутисене пăхăнмаççĕ, çул урлă каçас умĕн айккинелле пăхмаççĕ, автобуссемпе ытти машинăсене лартмалли чарăнусенче кĕтсе тăмаççĕ. Çак çитменлĕхсем малашне пулмалла мар.
Çул çинче çỹренĕ май, хăрушлăх кăларса тăратакан ытти енсене те асăрхама пулать. Акă, пĕррехинче Патăрьелĕнчен Елчĕке таврăнатпăр. Исемпел ялĕнче асфальтлă çул варрипех пĕр велосипедист пырать. Асăрхаттарса сасă сигналне парсанах вăл велосипед рульне çул айккинелле мар, çул варринелле пăрчĕ. Юрать-ха, хăвăртлăх пысăк мар - автомашинăна вăхăтлă чарса ĕлкĕртĕмĕр. Ытти чухне инкек пуласси куç умĕнче.
Чылай ялсенче асфальтлă çул хĕррине хур-кăвакал, сурăх-качакана кăларса яраççĕ. Уйрăмах ку енĕпе Тăрăмсем "палăраççĕ" - ял витĕр иртекен çул çинче кĕтỹ çỹрет, тейĕн. Выльăхсем транспорт хатĕрĕсенчен те хăрамаççĕ - вĕсен айне кĕрсех каяççĕ. Выльăхĕсене асăрхаса тăман хуçисем водительсене айăпласшăн - хăйсен яваплăхне пачах туймаççĕ.


"Елчĕк Ен"
28 августа 2006
00:00
Поделиться