Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юбиляр ячĕпе çул сарнă

Районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри - Патреккелти Илья Егорович Петров 75 çул тултарчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связистне тата культура работникне юбилейпе район пуçлăхĕ Н.Миллин саламланă. Чылай çул районти почта çыхăну узелне ертсе пынă Илья Егорович çемйи музыкăпа яланах туслă, унăн мăнукĕсем те сцена ăстисем. Юбиляра çав кун чи пысăк парне кỹнĕ - аслă çулран вĕсен кил-çурчĕ умне 200 метр ытла вак чул сарнă. Йĕпе-сапаллă çанталăк хăратмасть халĕ Петровсене.



"Елчĕк Ен"
11 августа 2006
00:00
Поделиться