Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виççĕмĕш вырăнта

Физкультурник кунĕ районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсен спортри çитĕнĕвне асăнмасăр иртес килмест. Кашни çулах республикăра хуласемпе районсенчи шкул ачисен спартакиадине йĕркелеççĕ. 4-5 çул каялла ку енĕпе Елчĕк районĕн кăтартăвĕ япăхчĕ. Пĕр çулĕнче 18-19-мĕш вырăнсене йышăнни те пулнă. Юлашки çулсенче шкул ачисем республикăри спартакиадăра ăнăçлă ăмăртни куç умĕнче. Кăтартусем те лайăхланса пыраççĕ. 2005-2006 вĕренỹ çулĕнче Елчĕксем яллă районсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă, хуласемпе яллă районсен кăтартăвĕсене пĕрле шута илсе улттăмĕш вырăнта.
Çак çитĕнỹре районти физкультура учителĕсен, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тỹпи пысăк. Республикăри ăмăртусене хутшăнма ачасене ДЮСШ тренерĕсем (директорĕ В.В.Кудряшов) суйласа илнĕ тата ăмăртусене илсе çỹренĕ


"Елчĕк Ен"
11 августа 2006
00:00
Поделиться