Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветерансен çуртне юсаççĕ

Çирĕклĕ Шăхальĕнчи ветерансен çурчĕ ĕçлеме пуçлани 11 çул. Çак тапхăрта ăна çиелтен юсанă-ха, хальхи вăхăтра вара "Стройтранс" ООО ĕçченĕсем (уçă конкурсра çĕнсе илсе) тĕпрен юсама пуçăннă. Чỹрече рамисене, алăксене çĕнĕрен лартма, ăшăтакан системăна улăштарма, сăрлама палăртнă. Юсав ĕçĕсем ирттерме Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕ 500 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Калас пулать, çак организаци 2004 çулта Лаш Таяпари ватăсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăма тĕпрен юсанă. Вăл илемлĕхĕпе, хăтлăхĕпе тавра ялта палăрать



"Елчĕк Ен"
11 августа 2006
00:00
Поделиться