Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç кал-кал пырать

"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕç çыннисем уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă кураççĕ.
Уй-хирте 4 комбайн ĕçлет. А.Абрамов, В.Антонов, В.Квасов, М.Иванов комбайнерсен агрегачĕсем хальлĕхе 135 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. Комбайнерсем хушшинчи ăмăртура Абрамовсен çемье экипажĕ малта. Вĕсен кăтартăвĕ - 1314 центнер.
В.Семенов шофер комбайнерсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарать. Ф.Крысов бригадир, вăлах йĕтем заведующийĕ, тырра сортласа тасатнă çĕрти ĕçе йĕркелесе тăрать. 8 хĕрарăм таса тырра тỹрех вăрлăха хывать. В.Никитин, Ю.Ефремов, Ю.Никифоров, Н.Максимов машинистсем тасатса типĕтекен агрегатсене пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ.
А.Ласточкин трактористпа виçĕ хĕрарăм улăма тỹрех хушăка хываççĕ. Пушаннă анасене В.Крысов, А.Никитин, Н.Крысов, Р.Квасов трактористсем сухалаççĕ. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. П.Емельяновпа В.Кукурузов трактористсем кĕрхи ыраш акма 100 гектар çĕр хатĕрленĕ.


"Елчĕк Ен"
11 августа 2006
00:00
Поделиться