Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сысна ĕрчетессинче - çĕнĕлĕх

     Акционерсен "Прогресс" обществинче сыснасен хисепĕ 3500 пуç шутланать, тăватă çул каяллах кунта вĕсене тăрантарассине çĕнĕлле йĕркеленĕ - комбикорма типĕлле çитерес технологи çине куçнă.
     Çавна май апат тăкакласси нумай чакнă, аш-какай туса илесси 2-3 хут ỹснĕ. Унпа пĕрлех, сысна ферминче тăрăшакансен ĕçĕ те çăмăлланнă, витери микроклимат лайăхланнă. Çак вăхăтчен мĕн тунипе анчах лăпланса лармаççĕ кунта. Ĕç тухăçлăхне тата ỹстерес, фермăра тăрăшакансем валли тивĕçтермелли, паянхи пурнăç шайĕнчи условисем туса парас тесе çĕнĕлĕхсене хăюллăн пурнăçа кĕртеççĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме уйăракан çăмăллатнă кредитпа усă курса акционерсен обществинче кăçал сысна фермисене реконструкци тума пуçăнчĕç. Выльăх-чĕрлĕх витисене Дани çĕршывĕнче туса кăларнă комплекссем, тĕрлĕрен оборудованисем вырнаçтарас тĕлĕшпе тимлекен Санкт-Петербург хулинчи "Созидание" фирмăн Шупашкарти филиалĕпе килĕшсе вăхăта вăраха ямасăр ĕçе пикенчĕç. Çапла майпа Патреккелти сысна фермин самăртакан ушкăнри витине çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарчĕç. Унччен сысна пăхакансем комбикорма алă вĕççĕн çĕкленĕ пулсан, халĕ çак ĕçе пĕ-тĕмпех автоматика пурнăçлать. Оператор кнопка анчах пусать, комбикорм полиэтилен пăрăхсем тăрăх пырса ятарласа вырнаçтарнă таканасем çине тулса та ларать. Шыв та çак такана çинех хăй тĕллĕн пырать, унăн механизмĕ ансат - сыснасем ăна ĕмсе (сосковая поилка) ĕçеççĕ. Çĕнĕ оборудование вырнаçтарсан витери 1000 пуç сыснана 3 çын мар, 1 оператор та çăмăллăн пăхма ĕлкĕрмелле. 
     Хальхи вăхăтра асăннă йышши оборудованисене Тỹскелти сысна фермин икĕ витине вырнаçтараççĕ. Витесене реконструкци тунă çĕрте "Созидание" фирмăн Шупашкарти специалисчĕсемпе пĕрле вырăнти "ылтăн алăллă" çынсем те пысăк пуçарулăхпа тимлеççĕ


"Елчĕк Ен"
09 августа 2006
00:00
Поделиться