Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малтисене палăртнă

     Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен 7 уйăхри ĕçлĕ кăтартăвĕсене пĕ-тĕмлетнĕ. Акционерсен "Прогресс" обществинче çак тапхăрта сыснасенчен чи нумай çура илнĕ. Патреккелти фермăра тăрăшакан Антонина Астаховăпа Ирина Добронравова çак тапхăрта хăйсене çирĕплетсе панă 30 пуç сыснаран пурĕ 705 çура, кашни тĕп ама пуçне 19,2 çура илнĕ. Ĕне сăвакансен ăмăртăвĕнче "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативри Надежда Носова чи малти пулнă. Утă уйăхĕнче вăл кашни ĕнерен 713 килограмм сĕт сунă.



"Елчĕк Ен"
09 августа 2006
00:00
Поделиться