Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малтан хатĕрленмесен кая юлатăн

     Шанчăклă техникăпа хире тухнă "Прогресс", "Яманчуринский", "Свобода", "Комбайн", "Колос" хуçалăхсенче ĕççи кал-кал пырать. Анчах пур хуçалăхра та лару-тăру çакăн пек тăнăç мар. Комбайнсене вăхăтра юсама "ерçеймен", çак ĕçе кашни кун ырана хăварса пынăран "Марс" хуçалăхра аран анчах вырмана пикенчĕç. "Надежда" хуçалăхра Дон-1500 комбайнпа ĕçлеме çын тупаймарĕç, ăна кăçал юсаймарĕç те. Комбайн ĕççине "ларса" ирттерет. "Кушелга" хуçалăхра вырмана тухма та шутламаççĕ. Техника та, çынсем те, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те çук. 390 гектар çинче аран аккаласа хăварнă тырра-пулла та пуçтарса кĕртеймесси куç умĕнче. Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ, "Надежда", "Марс", "Родник", "Арланово" хуçалăхсенче те çунтармалли-сĕрмелли материалсен саппасĕ сахал - "урапа çинчен" анчах заправка тăваççĕ.



"Елчĕк Ен"
09 августа 2006
00:00
Поделиться