Инкек-синкек ан пултăр тесен
Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче виçĕм кун ирттернĕ канашлăва район пуçлăхĕ Н.П.Миллин ертсе пынă.
Иртнĕ эрнере район центрĕнче обществăлла икĕ мероприяти пулса иртнĕ: çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă тунă, шăмат кун МТС çыхăнăвĕн уявĕ пулнă. Район пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, çак икĕ мероприяти пĕр-пĕринчен çав тери уйрăлса тăнă. МТС уявĕн концертне, вăййисене çĕр-çĕр çын курма пынă. Пур çĕрте те йĕрке хуçаланнă. МТС уявĕ пирки тухса калаçнă май, социаллă аталану пайĕн ертỹçи А.А.Александрова палăртнă тăрăх, уява лайăх ирттерме пĕтĕм служба хутшăннă. Милици сотрудникĕсем йĕркелĕхе, ятарласа уйăрнă çынсем тасалăха тытса тăнă, медицина работникĕсем пулăшу пама хатĕр пулнă.
Уява савăнăçлă, йĕркеллĕ ирттерме те, ячĕшĕн йĕркелеме те пулать. Десантниксен уявĕн официаллă пайĕ чиперех иртнĕ. Кайран пăсăлнă. Десантниксем пулнă çамрăксем автомашинăсем çине ларса, ялавсем вĕлкĕштерсе çỹрени пăсăклă япала мар. Анчах çăмăл машинăсем çине 7-шер çын ларса, хăшĕ-пĕри чỹречерен çур кĕлеткине кăларса, çул варрипе ĕрĕхтерсе çỹрени хăйсен кăна мар, ял çыннисен пурнăçĕсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратнă. Çакна милици работникĕсем курман-ши( Кирек мĕнле уяв, е мероприяти йĕркерен тухма пуçласан вĕсен хутшăнмалла, обществăри тăнăçлăха пăсма памалла мар. Район пуçлăхĕ шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем юлашки вăхăтра çул çинче çỹремелли правилăсене пăсакансемпе вирлĕн кĕрешмеллине хытарса каларĕ. Мĕншĕн тесен ỹсĕр водительсем аварисем тăваççĕ, çынсене инкеке кĕртеççĕ. Çул çинче вара йĕркеллĕ çынсемпех ахаль те инкек-синкек пулать. Вырсарни кун Елчĕк çыннисем тăр кăнтăрла Шупашкар çывăхĕнче аварие лекнĕ, пилĕк çын пурнăçĕ татăлнă...
Ял хуçалăх пайĕн ертỹçи В.Н.Никитин вырма ĕçĕсемпе паллаштарнă. Эрне вĕçĕ тĕлне 3880 гектар (24 процент) çулнă, пĕтĕм лаптăкăн 2958 гектарне (20 процент) çапса илнĕ. Вăтам тухăç 24 центнерпа танлашать. "Кушелга", "Звезда" хуçалăхсенче вырма ĕçне пуçăнман та. Ĕççи хăвăртлăхĕ пысăк пулманнине ял хуçалăх пайĕн ертỹçи тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсем районĕпе 77 çеç пулнипе сăлтавларĕ. Вырмана çак уйăх вĕçлениччен пĕтерес тесен куллен 700 гектар тыр-пул пуçтарса кĕртмелле, вăл вара чи лайăх кунра та 530 гектартан иртмест.
Районти хуçалăхсенче куллен кашни ĕнерен 14,2 килограмм сĕт сăваççĕ. Юлашки вăхăтра ĕнесем кỹпĕннĕ тĕслĕхсем пулнă. Çакă вĕсене ирхине улăм паманнипе, асăрхамасăр каю курăк çине кĕртсе çитернипе çыхăннă.
Район пуçлăхĕ Н.П.Миллин хăй канмалли кунсенче хуçалăхсенче çỹресе курнă çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Вĕсем вара пайтах иккен. Акă, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра пĕр вăхăтрах утă, сенаж хатĕрлеççĕ, тыр-пул пуçтарса кĕртеççĕ. Пĕр енчен çакă лайăх пек. Анчах техника, çын вăйĕ çитмен чухне вĕсене сапаласа ĕçлеттерни усă памасть. Ĕлĕк те кун пек ĕçлемен. "Прогресс" ЗАО, акă, темиçе теçетке çул уй-хир ĕçĕсене конвейер мелĕпе йĕркелет. Утă пуçтарса кĕртмелле пулсан пĕтĕм техника унта ĕçлет, ăна вĕçлесен сенаж хывма пуçăнать. Аслă Елчĕкре çу вĕçĕнче пĕрремĕш хут çулса илнĕ курăкран утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Паха апат пулмаççĕ вĕсем хĕлле выльăхсем валли.
К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра комбайнсем урпа çапаççĕ. Урпа тухăçпа савăнтармасть, хир сĕлли вара çителĕклех.
"Рассветра" та костер курăкне çулнă, утта пресласа уя пуçтарнă. Çумăр айне темиçе хут лекнĕрен унтан та паха апат пулмасть. Çитменнине вăрлаççĕ.
Район пуçлăхĕ "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕтĕм ĕç-хĕл кал-кал пулнине палăртнă. Техника, ватти-вĕтти уйра ĕçлет. Çак хуçалăхран ыттисен вĕренмелли нумай.
Канашлура районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ О.П.Емильев криминаллă лару-тăрупа паллаштарнă.
"Елчĕк Ен"