Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Алла-аллăн ĕç ăнать

     "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 91 гектар çинче çитĕннĕ кĕрхи культурăсене кĕске вăхăтра пỹлмесене пухса кĕртнĕ. Ун хыççăнах "уй-хир карапĕсен" хуçисем сĕлĕ, урпа анисем çине куçнă. Уяр çанталăкра урпан ытларах пайне тỹрремĕн çапса тĕшĕлени ĕççине самай хăвăртлатма май панă. Минераллă удобренисемпе усă курса акнă, çум курăксăр анасенче çитĕннĕ урпан тухăçĕ те пысăк - 40 центнера яхăн. Комбайнерсемпе вĕсен пулăшаканĕсем кăмăллă. Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, хуçалăх пỹлми тулли пуласса шанса тăраççĕ вĕсем.
     Черетлĕ вырмана "уй-хир карапĕсемпе" ĕçлеме шанчăклă çынсене явăçтарнă: Василий Степанов, Валерий Лисов, Алексей Герасимов, Валерий Меньшов. Вĕсене Дмитрий Чернов, Валентина Лисова, Олег Николаев, Александр Меньшов пулăшаççĕ.
     Çапса тĕшĕленĕ тырра Венекдит Денисовпа Николай Яковлев водительсем йĕтеме турттараççĕ. Ăна кунта çийĕнчех алласа тасатаççĕ. Тивĕçлĕ канури ватăсем те йĕтемре пысăк пуçарулăхпа тимлеççĕ.
     Пушаннă лаптăксенче Алексей Шуйков механизатор кĕрхи çĕртме тăвать. Маларах вăл кĕрхи культурăсене акма 105 гектар çĕр хатĕрлеме ĕлкĕрчĕ.


"Елчĕк Ен"
09 августа 2006
00:00
Поделиться