Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ

     Район администрацийĕпе аграрниксен районти совечĕ, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн президиумĕ районти ял хуçалăх предприяти-йĕсем уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртнă.
     "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативри Алексей Петрович ГЕРАСИМОВ комбайнер. Вăл СК-5 "Нива" комбайнпа 2000 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.
     "Яманчуринский" ОООри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ водитель. Вăл комбайнсем патĕнчен йĕтеме 4059 центнер тырă турттарнă.
     "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативри Вячеслав Александрович АБРАМОВ механизатор. Вăл 115 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.
     Çĕнтерỹçĕсен ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ.


"Елчĕк Ен"
09 августа 2006
00:00
Поделиться