Пахча çимĕç кăларчĕç
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем, чăннипех, пахча çимĕç çитĕнтерме вĕренсе çитрĕç. Çавна май вĕсем унран кашни çул пысăк тупăш илеççĕ. Кăçал та севокпа сухана пурĕ 18 гектар çинче акса-лартса çитĕнтернĕччĕ. Иртнĕ кунсенче ăна ушкăн вăйпа кар тăрса çăлса кушăхтарчĕç, ун хыççăнах пухса кĕртме те ĕлкĕрчĕç.
"Елчĕк Ен"