Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыраша паккуссене хыврĕç

      Иртнĕ эрне вĕçĕнче çумăр çуса чăрмантарман пулсан уй-хирсенче ĕççи хăвăртлăхĕ пысăкрах та пулмаллаччĕ. Нимĕн тума та çук, çут çанталăка хирĕç тăма çынра вăй-хал çук. Апла пулин те ял çынни çирĕп шухăш кăмăллă, вырмана вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрмелле, унсăрăн кая юлма та пулнине лайăх ăнланать. "Рассвет" хуçалăхри çăкăр çитĕнтерекенсем те хĕрỹ тапхăрти кашни самантпа тухăçлă усă курма тăрăшни куç умĕнче. Иртнĕ кунсенче кунта ыраш пуссине харăсах 4 комбайн куçса тухрĕ. Виталий Кириллов, Михаил Петров, Валерий Сергеев, Валерий Иванов комбайнерсемпе вĕсен пулăшаканĕсем - Сергей Кириллов, Юрий Чернов, Борис Игнатьев, Александр Колсанов 70 гектар çинчи ыраша вырса кушăхтарма паккуссене хыврĕç. "Рассветсен" ырашĕ, чăннипех, хỹхĕм çитĕннĕ: пучахсем тулли, тунисем парка, ана çум курăксăр, таса. Механизаторсем те кăмăллă, ку хирте тар тăкса ĕçлени ахаль пулмасса лайăх ăнланаççĕ вĕсем...



"Елчĕк Ен"
25 июля 2006
00:00
Поделиться