Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ

     Район администрацийĕпе аграрниксен районти совечĕ, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн президиумĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерỹ-çĕсене палăртнă.
     "Колос" ял хуçалăх производство кооперативри Геннадий Николаевич ЕГОРОВ комбайнер. Вăл тĕш тырă культурисене 70 гектар вырнă.
     Акционерсен "Прогресс" обществинчи Иван Петрович КУЗНЕЦОВ механизатор. Вăл 83 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.
     "Искра" ял хуçалăх производство кооперативри Александр Александрович МАРТЫНОВ механизатор. Вăл кĕрхи культурăсем акма 190 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çĕнтерỹçĕсен ячĕпе район администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ.


"Елчĕк Ен"
25 июля 2006
00:00
Поделиться