Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çырав вĕçленчĕ

     Ĕнер, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Раççейри ял хуçалăх çыравĕ вĕçленчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районта пурăнакансем асăннă мероприяти пĕлтерĕшне ăнланса тулли хуравсем пачĕç.
     Елчĕк ялĕпе илсен, кунта ултă çыравçă хутшăнса ĕçлерĕ. Кашнийĕ вăтамран 135 хуçалăха шута илчĕ. Умри йывăрлăхсемпе чăрмавсене пăхмасăр, çыравçăсем хавхаланса, тулли кăмăлпа ĕçлерĕç. Район центрĕнчи хуçалăхсене çырнă май, çакăн пек ыйтупа нумай тĕл пултăмăр: "Мĕншĕн пирĕн хуçалăха çырма килмерĕр?"
     Ăнлантаратпăр: ял хуçалăх çыравĕ - халăх çыравĕ мар. Çавна май, саккунпа килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекинче çырăннă, шутланса тăракан çĕрсене анчах çыравçăсем шута илме тивĕçлĕ пулнă.


"Елчĕк Ен"
25 июля 2006
00:00
Поделиться