09:03_ Поздравление главы Яльчикского района с Днем Республики!
Сире чун-чĕререн Республика Кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Паянхи кун çак уява кашни ялта, кашни çемьере, кашни килте паллă тăваççĕ. Республика Кунне унăн пуласлăхĕ çинчен шутлакансем, унăн аталанăвĕшĕшĕн тăрăшакансем уявлаççĕ.
Пиртен кашнийĕ паян хамăрăн Республикăна аталантарас, ăна экономика тĕлĕшĕнчен тăнăçлăх кỹрес тесе хăй тỹпине хывать. Тăван çĕршыва юратни, унăн малашлăхне шанни, пурнăçа паянхинчен лайăхрас тăвас тесе тăрăшни Чăваш ене пуянрах, малта ĕлкĕрсе пыракан, мĕнпур енĕпе аталаннă республика тума май парать.
Умра приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлассипе, экономикăпа социаллă сферăна аталантарассипе ĕçлемеллисем нумай. Ертỹçĕсемпе специалистсем, мĕнпур сфера ĕçченĕ пĕрле тăрăшсан кăна тĕп тĕллев патне çитме - халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май пулĕ.
Çак савăнăçлă уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, Чăваш ен малашлăхĕшĕн пурнăçлакан мĕнпур ырă ĕçре çитĕнỹсем, ăнăçу, телей сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ
Н. П. Миллин