Транспорт пуррисене - компенсаци
Раççей Федерацийĕн "Транспорт хатĕрĕсен хуçисен гражданла ответлăхĕн обязательнăй страхлавĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн социаллă хỹтлĕх органĕсем, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану Федераци агентстви урлă транспорт илнĕ инвалидсене обязательнăй (пурне те тивĕç) страхлавĕн килĕшĕвĕпе страховой укçине компенсацилеме пуçланă. Ăна РФ законодательствипе килĕшỹллĕн, тỹлевсĕр е çăмăллатнă условисемпе транспорт уйăрнă инвалидсене параççĕ. Компенсацине килĕшỹре палăртнă транспортпа çỹреме ирĕк панă çын е унăн водителĕ илме пултарать. Çавна май райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайне заявлени çырмалла. Унпа пĕрлех транспорт хуçин гражданла ответлăхĕн обязательнăй страхлавĕн страховой полисĕн копийĕ; килĕшỹри страховой укçине тỹленине çирĕплетекен квитанци копийĕ; инвалидăн, транспортăн паспорчĕсем.
Социаллă хỹтлĕх пайĕ килĕшỹре палăртнă страховой укçин 50 процентне компенсаци тỹлет.
2005 çулта 13 инвалид заявлени панă, вĕсене 2579 тенкĕ те 94 пус компенсаци тỹленĕ.
Транспортлă инвалидсене çак кунсенче хамăр патăрта кĕтетпĕр.
"Елчĕк Ен"