Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕр йыша пĕрлештерекен

     Иртнĕ эрнере Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн регион уйрăмĕн черетсĕр Х конференцийĕ пулса иртрĕ.

     Конференци ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕ, тухса калаçрĕ. "Паян - истори пĕлтерĕшлĕ кун. Совет Союзĕпе КПСС арканнă хыççăн эпĕ çакăн пек сумлă парти форумне пирвайхи хут хутшăнатăп. Ытти тĕрлĕ партисенчен йыхрав нумай пулнă пулин те. Манăн шухăшпа, ку залра Чăваш Енĕн пуласлăхĕпе хамăрăн пĕтĕм Раççей тăнăçлăхĕшĕн чăннипех яваплăха туякан канăçсăр çынсем пухăннă...", - терĕ вăл.
     Парти форумне 123 делегат хутшăнчĕ. Вĕсенчен 4-шĕ пирĕн районтан. Çавăн пекех конференцинче пысăк та хаклă хăнасем те пулчĕç: Раççей Патшалăх Думин комитечĕн председателĕ К.Косачев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов, районсен тата хуласен пуçлăхĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, вырăнти самоуправлени органĕсен депутачĕсем, Чăваш Республикин ĕç тăвакан органĕсен влаç представителĕсем, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин членĕсемпе унпа пĕр шухăшлă çынсем...
     "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн VI съезчĕн йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртсе регион уйрăмĕ мĕнле ĕçленине палăртса "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Генеральнăй канашĕн членĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри политика канашĕн секретарĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Вячеслав Краснов доклад туса пачĕ. Вăл Раççей Президенчĕ палăртнă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ çĕрте влаç органĕсемпе общество вăйĕсем пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ. Унăн шучĕпе Чăваш Республикинчи парти речĕсене малалла çирĕплетесси тĕп ĕç пулса тăрать. Чăваш Енри регион уйрăмĕн партийĕн ретĕнче 12 пин çын. Иртнĕ çул çеç 3000е яхăн çын парти ретне тăнă, кăçалхи 4 уйăхра - 700 çын. Пирĕн районти парти ретĕнче - 300 çын ытла.
     Конференцире тухса калаçакансем йышлă пулчĕç. Юлашкинчен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Политканашăн Президиумне, регионти Политканашăн çĕнĕ йышне суйларĕç.
     Çав кунах Пĕтĕм Раççейри "Раççей самоуправленийĕ" обществăлла организацийĕ йĕркелес енĕпе регионти канашлăвĕ пулса иртрĕ. "Раççей самоуправленийĕ" обществăлла организацийĕ туса хучĕç. Устав проектне пăхса тухрĕç. Унтан Пĕтĕм Раççейри "Раççей самоуправленийĕ" обществăлла организацийĕн Учредительнăй съездне кайма делегатсем суйларĕç. Пирĕн республикăран Мускаври съезда 12 делегат хутшăнать. Вĕсенчен пĕри - Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕ


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2006
00:00
Поделиться