Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хаклă вăхăтпа усă курса

     Çур аки планне тĕплĕн шухăшласа хатĕрлеме тăрăшрăмăр. Паян çынсем ытларах ыйтакан, тивĕçтерекен хакпа сутма май пур продукцисене туса илесси çине тимлĕх уйăрма кирлине пурте аван ăнланатпăр. Çакна шута илсе кăçал 14 гектар çинче пахча çимĕç туса илме палăртатпăр. 6 гектар севокпа 2 гектар кишĕре иртнĕ кунсенчех технологие пăхăнса акса хăвартăмăр. Пахча çимĕç туса илессин технологийĕ кăткăс, палăртнă лаптăксене сỹрелерĕмĕр, ун хыççăн тепĕр хут сегментлă сỹрепе ĕçлесе хатĕрлерĕмĕр. Столовăй чĕкĕнтĕрĕ пулакан анана та лайăх хатĕрлеме кирлине ăнланатпăр. Пахча çимĕç культурисене акма пĕтĕмпех пĕр çынна _ Владимир Сергеев механизатора шанатпăр. Ĕçе пĕлсе, кирлĕ шайра пурнăçлама пултарать вăл.
     150 гектар çинче акса хăварнă кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнă, пĕтĕм лаптăка минераллă удобренипе апатлантартăмăр. 1 гектар çинче вăрлăхлăх чĕкĕнтĕр лартрăмăр.
     Ĕç тухăçлăхне ỹстерес тата акари ĕçе хăвăртлатас тесе ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесе ятăмăр. Кадрсем çителĕклĕ. Юлашки кунсенче Олег Павлов механизатор агрегачĕ урпа акрĕ. Владимир Титов, Юрий Егоров, Юрий Беловолосов тата ыттисем сеяльщиксем пулса тăрăшаççĕ.
     Кăçал минераллă удобренисене те ытларах туянма пултартăмăр, туллăн çĕнĕ сортне кỹрсе килтĕмĕр. Çапла майпа ял хуçалăх культурисене çитĕнтернинчен ытларах усă курасса ĕмĕтленетпĕр.
     Акара хутшăнса ĕçлекенсене тĕп ĕç укçисĕр пуçне уйрăм условисемпе килĕшỹллĕн хавхалантарма палăртни те ĕç тухăçлăхне ỹстерме пулăшасса шанатпăр.


"Елчĕк Ен"
28 апреля 2006
00:00
Поделиться