Чăваш Ене мăнаçлăх кỹреççĕ
Чăваш Республикин патшалăх Ялавĕ, Гербĕ тата Гимнĕ - пĕр территорире пурăнакан граждансене пĕрлештерме чĕнекен символсем. Вĕсенче вăхăтсен çыхăнăвне, малашлăха талпăнакан Чăваш Енре пирĕн несĕлсен йăли-йĕркине малалла тăснине çирĕплетсе, пуянлатса пыракан чăваш наци сăн-сăпачĕ туллин, яр уççăн курăнать.
Чăваш Республикин патшалăх Ялавĕ
Чăваш Республикин патшалăх Гербĕ
Чăваш Республикин патшалăх Гербĕ те чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ сарă тата йĕпкĕн хĕрлĕ тĕссенчен тăрать. Вилĕмсĕрлĕхе сăнарлакан "Виçĕ хĕвел" айĕнче хăмлапа "пурнăç йывăçĕ" тĕрлĕ халăх çыннисене тăнăçлăха пĕрлешме чĕнеççĕ. Атăлçи Пăлхар çĕршывĕпе Киев кнеçĕ Владимир 985 çулта тунă килĕшỹрех çапла калани пур: "Чул шывра ишме, хăмла шывра путма пуçласан кăна пирĕн хушăра тăнăçлăх çухалтăр". Герб Чăваш Республикин халăхĕ хĕвел айĕнчи уçлăхра пурăннине палăртакан çул енчи ылтăн уй çине тата Чăваш çĕрне палăртакан аял енчи йĕпкĕн хĕрлĕ уй çине пайланать. Ăна "Чăваш Республики - Чувашская Республика" тесе çырнă лентăпа витнĕ.
Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕ
Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕ - патшалăх тата унăн суверенитечĕн палли. Ăна сума сăвасси - республикăри кашни гражданинăн тивĕçĕ. Патшалăх гимнне патшалăх пĕлтерĕшлĕ пуху-ларусене, спортпа культура мероприятийĕсене ирттернĕ чух (уçнă тата хупнă вăхăтра) юрлаççĕ. Гимн виçĕ çаврăмран тăрать: çут çанталăк чĕрĕлни, çемьепе ял-йыш хутшăнăвĕ тата мĕнпур тăванлăх пĕрлешни. Виççĕмĕш çаврăмри "чăваш чĕлхи çĕкленнĕ чух" текен йĕрке уйрăмах ăнăçлă - çивĕч ăнкарулăхпа каланăн туйăнать. "Чăваш чĕлхи çĕкленми пулсан эпир пурăнакан территори чăвашăн пулма пăрахать", - акă мĕне систерсе калать вăл. Чăваш халăхĕ патшалăхăн символĕсемпе - Ялавĕпе, Гербĕпе тата Гимнĕпе - мухтанма та, мăнаçланма та пултарать, мĕншĕн тесен вĕсенче официаллă пĕлтерĕш кăна мар, илемлĕх сăпачĕпе поэтика сăнарлăхĕ те пур.