Вăхăтлă, пахалăхлă ĕçлесен
2006 çулхи çур аки ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес, ял хуçалăх техникипе тухăçлă усă курас, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тĕллевпе районти аграрниксен совечĕпе ял хуçалăх управленийĕ, АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕ çакăн пек хавхалантарма палăртнă:
1. Уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвне мĕнпур ял хуçалăх культурисем шăтса тухнин пахалăхне тĕрĕслесе балл системипе палăртаççĕ. Уйрăм механизаторсем хушшинчи ăмăртура çак коэффициентсемпе усă кураççĕ:
- минераллă удобренисене сеялкăсемпе сапаланăшăн - 0,2;
- акмалли лаптăксене дисклă агрегатсемпе кăпкалатнăшăн - 0,9;
- тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем акмалли лаптăксене культиваторсемпе хатĕрленĕшĕн - 0,33;
- ял хуçалăх культурисем акмалли лаптăксене агрегатра икĕ культиваторпа ĕçлесе çĕр хатĕрленĕшĕн - 0,26;
- нỹрĕке сỹрелесе, упраса хăварнăшăн - 0,25;
- çурхи культурăсене акса хăварнăшăн - 0,2.
2. Çурхи уй-хир ĕçĕсене чи пысăк калăпăшпа тата лайăх пахалăхпа пурнăçланă механизатора "Çур аки - 2005" чемпион хисеплĕ ят, çакна çирĕплетекен хăю, Хисеп грамоти параççĕ.
3. Мала тухнă звенона (уй-хир бригадине) районти комисси тĕрĕслевĕ хыççăн Хисеп грамоти, укçан преми парса чыслаççĕ.
4. Мала тухнă механизациленĕ отряда, ака комплексне район пуçлăхĕ, районти аграрниксен совечĕн, АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн Хисеп грамотине параççĕ, укçан преми парса чыслаççĕ. Çак кăтартусене шута илсе пĕтĕмлетеççĕ:
- ял хуçалăх техникине ака ĕçĕсене пурнăçлама лайăх пахалăхпа хатĕрленĕшĕн;
- акнă чухне пĕтĕм лаптăкра технологие çирĕп пăхăнса ĕçлесен, пахалăха тивĕçтерсен, шăтаслăх лайăх пулсан (1 тăваткал метрта ỹсен-тăрансен хисепĕ миçе пулнине, вĕсен çăралăхне шута илеççĕ);
- çĕр ĕç культурине ỹстерсе пынăшăн (çулсен хĕррисем тỹрĕ те таса пулсан, юпасен таврашĕнче, хушăк тĕпĕсене акмасăр çĕр хăвармасан);
- ĕç укçине вăхăтра парассине йĕркеленĕшĕн;
- ĕç сыхлавĕн, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннăшăн.
5. Çур аки вăхăтĕнче ĕç ăмăртăвĕн итогĕсене кашни кунах пĕтĕмлетеççĕ, "Елчĕк ен" хаçатра пичетлеççĕ. Çĕнтерỹçĕсен ячĕпе район администрацийĕ умĕнче ялав çĕклеççĕ.
Хушса калани
1. Механизациленĕ ака комплексне кĕрекен хуçалăхсен ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсем 1800 гектартан кая мар йышăнмалла, хуçалăхра икĕ уй-хир бригадинчен кая мар ĕçлемелле. Ытти хуçалăхсем механизациленĕ отрядсем шутланаççĕ.
2. Звеносен шутне ака комплексне кĕрекен хуçалăхсенчи уй-хир бригадисем кĕреççĕ.
3. Ĕç ăмăртăвĕн условийĕсене профсоюз комитечĕсенче пăхса тухса коллективсен пухăвĕсенче çирĕплетеççĕ.
4. Ĕçре сусăрлансан, хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăссан, ĕç дисциплинине пăхăнмасан, планпа пăхнă культура лаптăкĕсене пĕтĕмĕшпе акса хăвармасан хуçалăхсене тата уйрăм механизаторсене ăмăртуран кăлараççĕ.
"Елчĕк Ен"